1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
13 ноября 2020 г. 19:38

Профилактика ĕçне — тимлĕх

Тăвайри полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Александр Германович Федоров вырăнти пичетпе тачă çыхăну тытать. Кулленхи пурнăçра тимлĕ пулмаллине асăрхаттарать. Коронавирус сарăлнă вăхăтра мобильлĕ рейдсене хутшăнать. Чÿк уйăхĕн 11-13-мĕшĕсенче район территорийĕнче «Асăрханăр, ултавçăсем!» профилактика мероприятийĕ иртесси çинчен пĕлтерчĕ. Хальхи статйинче вăл Интернет, телефон шăнкăравĕсем урлă палламан çынсенчен тавар сутас-туянас тенĕ чух район çыннисем те пысăк шар курни çинчен каласа парать, ултавçăсемпе мĕнле тытмаллине ăнлантарать, карттă çинчи кода, ытти цифрăна вăрттăнлăхра упрамаллине аса илтерет. Халăх хушшинче профилактика ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине тĕпе хурать кулленхи служба ĕçĕнче.

Александр Германович Чулхула академийĕн Шупашкарти филиалĕнче заочно майпа вĕреннĕ. Çав хушăра 8 çул хурал службинче тăнă. Унтан Тăрмăш каччи тăван района таврăнса право йĕркине сыхлассине малалла тăснă. Чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ те ĕнтĕ унтанпа. Чечняра вĕри «точкăсенче те» пулнă. Тĕрлĕ должноçра тивĕçĕсем çине яваплăхпа пăхнă. «Пĕр кăлтăксăр службăшăн» I-III степеньлĕ медальсемпе наградăланă ăна.

Поделиться:
Распечатать