1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
13 ноября 2020 г. 19:41

Вера Кузьминана саламланă

Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайловпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин СССР халăх артисткине Вера Кузьминана çуралнă кунĕпе саламланă.

Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хал суннă Владимир Борисович паллă артисткăна. «Ентешĕр-сем сире яланах кĕтеççĕ, сирĕнпе тĕл пулма яланах хавас»,—тенĕ вăл чечек çыххи тыттарнă май.

Вера Кузьминична ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне шаннă ятпа саламланă, Тăвай енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн ывăнма пĕлмесĕр ĕçлеме, района — мирлĕ те çите- лĕклĕ пурнăç, тата та аталанма суннă. В.Кузьмина — чăваш халăхĕн паллă артисчĕ- сенчен пĕри. Хăйĕн пурнăçне сцена ĕçне халалланă май вăл чăваш театрĕн искусствин çутă сăнарĕсен палитрине йĕркеленĕ. Театрта 70 çул ĕçлесе Вера Кузьминична вырăс тата ют çĕршыв классикĕсен, паянхи драматургсен, чăваш авторĕсен пьесисенчи 100 ытла роль вылянă.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин та ăшă сăмахсем каланă тĕлпулура.

Поделиться:
Распечатать