1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
13 ноября 2020 г. 19:46

Владимир Михайлов — Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ

Иртнĕ эрнекун районти депутатсен Пухăвĕн çиччĕмĕш сасăлаври депутатсен черетлĕ ларăвĕ пулнă. Район пуçлăхĕ А.Шакин йĕркелесе пынă унăн ĕçне.

Ларăва Республикăри ял хуçалăх министрĕн заместителĕ М.Загребаева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн консультанчĕ А.Алексеев, РФ обществăлла тивĕçтерÿпе патшалăх учрежденийĕсен работникĕсен канашĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕ В.Харитонов, район прокурорĕ А.Данилов, ял тăрăхĕсемпе район администрацийĕн пайĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем хутшăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхне суйлама конкурса Владимир Борисович Михайлова, Анатолий Виталиевич Семенова, Евгений Степанович Семенова, Александр Витальевич Трофимова кандидата тăратнă.

Кашнинпе уйрăмшарăн калаçу йĕркеленĕ хыççăн районти депутатсен Пухăвĕн ларă- вĕнче В.Б.Михайловпа А.В.Семенов кандидатсене пăхса тухма йышăннă.

Депутатсем уççăн сасăласа Владимир Борисович Михайлова (сăн ÿкерчĕкре) район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма суйланă. Çакăн хыççăн район пуçлăхĕ — депутатсен Пухăвĕн председателĕ А.Шакинпа район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайлов контракта алă пусса çирĕплетнĕ. Депутатсем ларура кун йĕркинчи 8 ыйтупа тивĕçлĕ йышăнусем тунă.

Поделиться:
Распечатать