1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
13 ноября 2020 г. 19:36

Ырăпа асра юлĕ

Этем кун-çулĕ, унăн шăпи... Вăл çак тĕлĕнмелле илемлĕ çĕр çинче хăварнă йĕр...

Çын хăй хыççăн епле те пулсан ырă ят хăварма пултарнă пулсан, ахăртнех, ахаль пурăнса ирттермен хăйне пилленĕ ĕмĕрне.

Çакăн пек шухăшсем çуралаççĕ пуçăмра, хамăрăн чи çывăх, пире, виçĕ ачине, кун çути панă анне çинчен аса илнĕ май. Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче уйрăлса кайрĕ пирĕнтен Лидия Ивановна Александрова. Тăхăрвун тăваттă çинче пыратчĕ хăй. Çавах пурнăçа юрататчĕ. Куçĕ-сем япăхланнипе ачисен, мăнукĕ-сен сăнĕсене, çут тĕнче илемне курманнипе хытă кулянатчĕ. Аннен пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕ, Отечествăлла вăрçăра паттăрлăх кăтартнă виçĕ пиччĕшĕ çинчен эпĕ Лидия Ивановна 90 çул тултарнине халалланă статьяра 2017 çулхи ака уйăхĕнче çырса кăтартнăччĕ. Çавăнпа халĕ хăш-пĕр самантсене кăна палăртса хăварасшăн.

Аннепе атте пире ачаранах çĕршыва юратма, унăн историне хаклама вĕрентсе ÿстернĕ. Анне вăрçăра пулнă хăйĕн виçĕ пиччĕшĕ çинчен тăтăшах каласа кăтартатчĕ. Георгий Табаков разведчик-лейтенант 1942 çулта Карели фронтĕнче паттăрла çапăçса вилнĕ. Ухта поселокĕнчи тăванлăх масарĕнче унăн вилтăприйĕ. Николай çуралнă килне хăрах хулсăр таврăннă хаяр вăрçăран. Данил «Хĕрлĕ Çăлтăр» ордена, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ.

Атте, Кузьма Александрович, çичĕ çул Инçет Хĕвелтухăçĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă, милитаристла Японипе пынă вăрçа хутшăннă. Шел, вăл пурăннă вăхăтра эпир, ачисем, унăн служба çулĕсем çинчен çине тăрса ыйтса пĕлмен. Хăй вăл çакăн пирки калаçма пачах та юратман.

Пирĕн ачалăх çулĕсем çăмăл мар тапхăрта иртнĕ. Вăрманхĕр-ри ялĕнчи тăван килтен уйрăлса тухсан, çемьен Тăвайра çынсем патĕнче хваттерте пурăнма тивнĕ. Каярахпа аттепе аннене Тăвай сăртĕнче, Улянкăна каякан çул хĕрринчи пысăк мар çуртăн пĕр пÿлĕмне уйăрса панă. Çавăнта иртнĕ те пирĕн ачалăх. Вăрçă вăхăтĕнче шартлама сивĕре Тăвай сăрчĕ çинче пирĕн паттăр ентешсем калама çук пысăк нуша тÿссе чавнă хÿтĕлев сооруженийĕн дамбипе И.Я.Яковлев уçнă сăрт хĕрринчи шкула çÿреттĕмĕр. Тавралăхри çырма-çатрасенче вăрçăлла выляттăмăр. Хамăрăн тантăшăмăрсемпе питĕ туслă ÿснĕ. Ялта ун чухне хальхи пек пиншер çын пулман. Пурте пĕр-пĕрне палланă, пĕр çемьери пек пурăннă.

Çакă асра юлнă. Çул хĕрринче пурăннă май, хĕллехи вăхăтра пирĕн киле час-часах лав кÿлнĕ лашапа çÿрекенсем ăшăнма кĕретчĕç.

Пĕчĕк пепкеллисем вара кăкăр ачисене ĕмĕртетчĕç, кипкисене ылмаштаратчĕç. Анне пурне те хапăл туса йышăнатчĕ, вĕри апатпа сăйлатчĕ.

Çав тери чыслăскер, пÿртри, алкумĕнчи, урай хăмисене хăйăр сапса, кусарпа хырса çуса тасататчĕ. Картишĕнчи калинкке патне каякан тротуара та çап-çут тăватчĕ.

Райцентрти поселокра çĕнĕ хваттер парсан, паллах, пурнăç пачах улшăннăччĕ. Анне пĕр харăсах темиçе ĕçре тăрăшатчĕ. Истопникре ĕçленĕ май, сĕм тĕттĕмре килтен тухса кайса çăмăл мар ĕçне пурнăçлама тивнĕ унăн. Юлашки 19 çулне район больницинче санитаркăра, сестра-хозяйкăра вăй хунă. «Ĕç ветеранĕ» медальпе, Аслă Отечественнăй вăрçăпа çыхăннă юбилей медалĕсемпе наградăланă салтак арăмне.

Анне апат-çимĕç хатĕрлеме ăстаччĕ. Тултармăш, хуплу, пÿ-ремеч те унăн ĕçчен аллисенчен питĕ техĕмлĕ тухатчĕç. Кукăль пĕçерсен, кашнинчех вĕрилле кÿршĕсене каçса паратчĕ. Эпир те унăн вăрттăнлăхĕсене тĕпе хурса, кукăль пĕçерме юрататпăр. Вăрмар районĕнчи Аслă Пинертен пирĕн анне. Хăйĕнпе пĕр тăванĕсенчен чи вăрăм ĕмĕрли пулчĕ. Пиччĕшĕн ачи, Пинер ялĕнче пурăнакан Олег Николаевич Иванов, пирĕн анне çулĕ-сене пăхмасăр, ăслă-тăнлă пулнинчен, нумай-нумай çул каялла пулни-иртнине астунинчен питĕ тĕлĕнетчĕ.

Мăнукĕсемшĕн, кĕçĕн мăнукĕсемшĕн тем тума та ха- тĕрччĕ вăл. Çиччĕмĕш кĕçĕн мăнукĕ çурла уйăхĕнче кăна-ха çут тĕнчене килчĕ. Ăна ырă пил парса хăварма ĕлкĕрчĕ ăшă чун-чĕ-реллĕ кукамăшĕ.

Йывăр чире парăнтараймарĕ аслă ăру çынни, иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Чир-чĕр пирки лару-тăру кăткăс пулнине шута илсе, чи çывăх тăвансемпе кăна ăсатрăмăр аннене юлашки çула. Паллах, нумайăшĕ килнĕ пулĕччĕç ырă кăмăллă çынпа сывпуллашма.

Пысăк тав сăмахĕ тăвансене, кÿршĕсене, медицина ĕçченĕ-сене, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхне Н.И.Сормова, Чутей чиркĕвĕн настоятельне Леонид аттене, обществăлла апатлану ĕçченĕсене. Сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр. Аннен çутă сăнарĕ нихăçан та асран каймĕ.

Поделиться:
Распечатать