1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
23 ноября 2020 г. 18:57

Чи пысăк кăтартусенчен пĕри

Тăвай енри ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем иртен пуçласа каçчен харпăр хăй ĕçне вăхăтра пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсем республикăра та малта пыраççĕ хăйсен харсăрлăхĕпе.

«Хресчен-фермер хуçалăхĕсем хушшинче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче производствăпа экономикăн лайăх кăтартăвĕсемпе палăрнăшăн» номинацире Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕ çĕнтернĕ, пĕрремĕш вырăна тухнă.

Кармалти Людмила Леонидовна Шуйкова (сăн ÿкерчĕкре) асăннă хуçалăхра выльăхсем пăхас ĕçе йĕркеленĕренпех ĕçлет. Хăйне шанса панă тивĕçĕсене аван туса пырать. ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе РФ ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕ тата ытти наградăсем те пур унăн. Ял хуçалăхĕ-пе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен уявĕнче ăна «Чăваш автономи облаçне 100 çул» медаль парса чысларĕç.

Паянхи куна пĕр ĕне пуçне вăтамран 7602 килограмм сĕт сăвать Л.Шуйкова оператор. Районти чи пысăк кăтартусенчен пĕри ку.

Поделиться:
Распечатать