1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
23 ноября 2020 г. 18:50

«Тайна» ансамбль — Владимирта

Ачасемпе çамрăксен Пĕтĕм Раççейри «Содружество-2020» наци VIII фестивалĕ чÿк уйăхĕн 1—5-мĕшĕсенче Владимир хулинче иртнĕ. Раççейĕн 18 регионĕнчен хутшăннă унта. Фес-тивале 2006 çултанпа йĕркелеççĕ.

Асăннă конкурсра Чăваш Республикипе пирĕн район чысне «Тайна» ансамбль хÿтĕленĕ. Ача-пăча искусствисен шкулне çÿ- рекен А.Андреева, Е.Васильева, Е.Владимирова, Я.Иванова, Р.Лукина (сăн ÿкерчĕкре) хăйсен пултарулăхне кăтартнă фес-тивальте. Вĕсене Галина Никонова преподаватель хатĕрленĕ. Нацин эстрада тата халăх, Астăвăмпа мухтав çулталăкне халалланă юрăсене шăрантарнă вĕсем. «Эстрада юрри» номинацире пирĕн ентешсем çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, I степеньлĕ дипломпа статуэткăна тивĕçнĕ. «Халăх юрри» номинацире иккĕмĕш вырăна тухнă тăвайсем, фестивальте ку проекта ăнăçлă пурнăçа кĕртнĕшĕн диплом илме тивĕçлĕ пулнă.

Поделиться:
Распечатать