1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
23 ноября 2020 г. 18:54

Ырă амăшĕ, хисеплĕ вĕрентекен, сцена ăсти

Ĕç вăл — ĕçчене юратать. Ваттисем камăн ăçта ĕç ăнăçать, çавăнта ĕçлеме хушнă. Çак каларăша тĕпе хурса пурăннăнах туйăнать эпĕ вулакана паллаштарас тенĕ хамăн ĕçтешĕм, Элпуçĕнчи вăтам шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, историпе географи вĕрентекен Е.В.Гаврилова. Педагогика ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене вăл Канашри педучилищĕре, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситетĕнче алла илнĕ.

Малтан Çĕнçырмари пуçламăш шкулта 19 çул пĕчĕк шăпăрлансене çырма-вулама вĕрентнĕ. Каярах Элпуçĕн- чи вăтам шкула куçса аслăраххисене пĕлÿ пама тытăннă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ çапла 29 çула çывхарать. Ăсталăхĕпе тăрăшулăхĕ Елена Витальевнăна ĕçре çитĕнÿсем тума пулăшать. Тăватă çул ĕнтĕ вăл районта иртекен географи урокĕсен фестивалĕнчи малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Унăн вĕренекенĕсем те район шайĕнчи предмет олимпиадисенче çулсеренех призерсем йышне кĕреççĕ. Директор çумĕ пулнă май, Е.В.Гаврилован организаторла пултарулăхĕ те самаях курăмлă. Вăл йĕркелесе янипе шкул ачисен КВН ушкăнĕ районта 4 çул ĕнтĕ малтисен йышĕнче. Иртнĕ çул акă 1-мĕш вырăна та тухнăскерсене Шупашкара та чĕннĕччĕ. Шел, тĕрлĕ сăлтавсене пула каяймарĕç.

«Тăвай çăлтăрĕсем», ытти юрă-ташă конкурсĕсенче те Элпуç шкулĕн вĕренекенĕсем — чи маттуррисем. Вĕсене те класс ертÿçисемпе пĕрле Елена Витальевна хатĕрлет. Шкулти волонтерсен юхăмĕ те Елена Витальевна пуçарнипех ĕçлесе кайрĕ. Ватăсене пулăшасси, ялсенчи палăксене тирпейлесе тăрасси, йывăç-тĕм лартасси тата ытти ыркăмăллăх ĕçĕсем — волонтерсен тимлĕхĕнче. Çапла чунне парса тăван амăшĕ пекех кашни ача патне сукмак хывать, ырăлăха вĕрентет, пĕлÿ, воспитани парать, çĕршыва юрăхлă пулччăр тесе чун-чĕре хавалне хĕрхенмест. Ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн кăçал маттурскер Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине тивĕçлĕ пулчĕ.

Шкул ĕçĕпе чылай тимлеме тивет пулсан та, Елена Витальевна чун киленĕçĕ валли вăхăтне тупатех. Юрра-ташша, сцена искусствине кăмăллаканскер районти хорта, ун çумĕнчи «Çăлкуç» ансамбльте, учительсен районти хорĕнче хăйĕн çепĕç сассипе куракансене тыткăнлать. Кунта çакна та каласа хăварас килет. Хăй вăхăтĕнче Е.Гаврилова 20 çул ытла Ураскасси халăх театрĕнче вылянă, артист ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ-савăнтарнă. Шанса панă кашни ролех профессионал шайĕнче калăпланине куракансем пысăк хак панă. Хăйĕн пултарулăхĕпе çамрăксене искусствăна юратма хăнăхтарнă. «Хĕрĕме калам — кинĕм илт», «Çăлтăрсем вăййа тухсан», «Ма тухрăн-ши савни улаха», «Кая юлнă юрату», «Праски инке хĕр парать», «Карчăксем качча каяççĕ» тата ытти спектакльсенчи сăнарсене чăн пурнăçри пек выляни çак таранчченех куракансен асĕнче.

Аннесен кунĕ çывхарнă май, çакна асăнни те вырăнлă пулĕ. Юлашки çулсенче çемье лавне пĕчченех туртма тиврĕ пулин те, икĕ ывăлне вĕрентсе кăларса пурнăç çулĕ çине тăратрĕ. Амăшĕн тивĕçне чыслăн пурнăçларĕ. Халĕ ĕнтĕ çамрăк асанне те пулса тăчĕ. 5 çулхи Аделина мăнукĕпе киленсе кун-çулне илемлетет, йывăрлăхсене манать.

Унăн хастарлăхĕнчен, сатурлăхĕн-чен, ĕçченлĕхĕнчен, вашаватлăхĕнчен, хĕрÿлĕхĕнчен, ăшпиллĕхĕнчен тĕлĕнсе те пĕтереймĕн. Пурнăçа чăннипех те пуянлатаççĕ Елена Витальевна пек çынсем.

Çывхаракан аннесен уявĕпе тата сумлă юбилейпе пĕтĕм кăмăлтан саламласа пурнăçра мĕнпур ыррине, ĕçре çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх, çемьере телей, çывăх çынсен юратăвне туйма сунатăп.

Поделиться:
Распечатать