1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
27 ноября 2020 г. 19:33

Хастар ферма ĕçченĕ

«Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине ял хуçалăх производствинче тухăçлă аталантарса пырассишĕн» номинацире пирĕн районти «Акконд-агро фирма» общество республикăра виççĕмĕш вырăна тухнă. Хуçалăхра çамрăк выльăхсен йышĕ те хушăнсах пырать. А.Гурьева, Л.Васильева, Л.Петрова тата ыттисем пăхаççĕ пăрусене.

Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра тăрăшакансен районти уявĕнче Алина Алексеевна Гурьевана Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕç.

Паянхи куна вăл пăхакан пăрусем талăкра 714 грамм ÿт хушаççĕ. Аван кăтартупа палăрса тăрать çапла хĕрарăм. Аннесен кунне çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа кĕтсе илет.

Гурьевсем Ураскассинче кил хуçалăх йĕркеленĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Çемье пуçĕн, Александр Степановичăн, алли-ури ăста. Килтисен çите- лĕклĕ пурнăç пултăр тесе тимлет, тĕрлĕ çĕре ĕçлеме çÿрет. Икĕ ывăл çитĕнтереççĕ вĕсем.

Андрей Шупашкарти колледжра пĕлÿ пухать, Антон Элпуçĕнчи шкулта вуннăмĕш класра вĕренет.

Поделиться:
Распечатать