1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
27 ноября 2020 г. 19:21

Ялти вулавăшра

Чăваш Енре çĕнĕ уяв — чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш тĕррин кунĕ. Çав кун Екатерина Ефремова художник çуралнă. Вăл чăваш халăхĕн тĕррине аталантарма нумай тăрăшнă.

Мĕн тума кирлĕ-ха чăваш тĕррин кунĕ? Вăл тĕрĕ-эрешсене упраса малалла аталантарма, çитĕнекен ăрăва тăван культура патне туртăнма, маçтăрсен ăсталăхне малалла сарма пулăшать.

Тăван халăха çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çĕр пин юрă, çĕр пин сăмах, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ тенĕ чăваш ен çинчен. Ăçтан тупăннă-ши несĕлсен çавăн чухлĕ пуянлăх? Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх ку халăх хăйĕн йăли-йĕркине çирĕп- пĕн пăхăнса упранинчен килет.

Акă, тĕслĕхрен, çăва тухсан çамрăксем вăйă картине тăнă. Кашни хĕрĕн çак уява тĕрленĕ çĕнĕ тумпа, çĕнĕ юрăпа тухмалла пулнă. Вĕсене вара вăрăм хĕл кунĕсенче хатĕрленĕ. Çамрăксем илемлĕ юрă шăрантарнă, хитре кĕписен ÿкерчĕкĕсемпе пĕр-пĕрне паллаштарнă. Çапла вара юррисем, тĕррисем çулран çул капăрланса пынă.

Халăх ăстисем авалхи маçтă-рсенчен вĕренсе ĕçĕсене пахарах тума тăрăшнă.

Çак çĕр пин тĕрĕ пирки Тăрмăшри вулавăша пухăннисене Шупашкар хăни Надежда Михайловна Кузнецова каласа пачĕ (сăн ÿкерчĕкре). Нумайăшĕ ялта пĕлеççĕ Патăрьел районĕн çак маттур хĕрарăмне. Вăл Тăрмăш ялĕн кинĕ те. Мăшăрĕ Александр Валерьянович — филолог, фольклорист. Унăн ăслăлăх ĕçĕнчи тĕп çул-йĕрĕ — чăваш диалоктологийĕ, Уралпа Атăл тăрăхĕ-сенчи халăхсен авалтан килекен нисепĕ, лексокологийĕ, «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекине» хатĕрлеме хутшăннă. А.В.Кузнецов — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сотрудникĕ, филологи наукисен кандидачĕ. 70 ытла наука ĕçĕ çырма хутшăннă.

Надежда Михайловна вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕн-чи чăваш филологипе культура факультетне пĕтернĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вулавăшра тăрăшнă, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарти 60-мĕш номерлĕ шкулта пуçламăш классен учителĕ. Чăваш тĕррипе кăсăкланнăран тата çак пултарулăхра тĕрлĕ конкурссенче палăрнăран чăваш тĕррин кунĕ умĕн Н.Кузнецовапа тĕлпулу ирттерме шутларĕç тăрмăшсем. Хуларан пушă алăпа килмен хăна. Хăй аллипе хатĕр-ленĕ кăткăс эрешлĕ салфеткăсем, тутăрсем, ал шăллисем, минтер пичĕсем кунта. Пăхса ытармалла мар тĕррисене. Вулавăша пухăннисем ăсталăхĕн-чен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Чăваш тĕррисене хитрелетессипе калаçу ирттерчĕ вăл. Кашни хĕрарăмах наци тĕррисене сăрласа илемлетме хутшăнчĕ. Кунта ялти шкулта аслă классенче вĕренекен хĕрсем те хутшăнчĕç. Ĕçленĕ вăхăтра ыйтусем çине хуравларĕ ăстаçă. Тĕрленĕ чух çипсене мĕнле суйласа илмеллине ăнлантарачĕ. Ку ялти ал ĕç ăстисемпе пĕрремĕш заняти пулчĕ. 2017 çулта республикăри халăх промыслисен илемлĕх маçтăрĕн ятне тивĕçнĕ Н.М.Кузнецовапа татах тĕл пулма калаçса татăлчĕç тĕрлеме кăмăллакансем.

Поделиться:
Распечатать