1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
27 ноября 2020 г. 19:19

Ылтăн алăллă хĕрарăм

Лачкасси ялĕ пысăках мар пулсан та унтан ăслă, пултаруллă çынсем чылай тухнă. Çавсен шутĕнче — «ылтăн» алăллă маçтăр, тĕрĕ ăсти Венера Алексеевна Николаева.

Тăрмăшпа кÿршĕллĕ Лачкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр 17 çул тултарсан тăван ялтан Шупашкара çул тытнă. Пир-авăр комбиначĕн çип арлакан иккĕмĕш цехне ĕçе вырнаçнă. Юрра-ташша ăстаскер унти хора, Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче 10 çул халăх театрне çÿренĕ, тĕрлĕ рольсем калăпласа куракансене култарнă та, макăртнă та. Пушă вăхăтсенче яланах тĕрленĕ, çыхнă. Ача чухнех Венера пĕчĕк тутăрсем, пукане валли тумсем çĕленĕ, кайран тĕрлесе илемлетнĕ. Малтанах тултарса тĕрленĕ пулсан, каярахпа хĕреслесе тĕрлеме хăнăхнă. Тĕрленĕ, эрешленĕ ĕçĕсем мĕнли кăна çук пулĕ унăн? Кунтах чăваш тумĕл- лĕ Нарспи, хитре те хÿхĕм чечексем куçа илĕртеççĕ, тĕрĕ мар, чăн чĕрĕ чечексем тейĕн, урхамахĕсем халь-халь тапса сикес пек туйăнаççĕ. Тĕррисем, хăйсем патне туртаççĕ. Венера Алексеевна пур ĕçне те хитре рамка ăшне типтерлесе хурса стена çине вырнаçтарнă. Вĕсем патне кĕрсессĕн музейри пекех туйăнать, картинисем ытла та ятуллă, илĕртÿллĕ.

2006 çулта тивĕçлĕ канăва тухсан тăван ялне куçса килнĕ В.Николаева. Лăпкăн кăна пурăн темелле ĕнтĕ кермен пек кил-çуртра. Çынпа хутшăнма хăнăхнăскер кунта та хăйне валли чун йăпатмăш тупать, клубра ал-ĕç ăстисен кружокне йĕркелесе ярать. Унта маттур хĕрарăмсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштараççĕ, çыхма, тĕрлеме пуçлаççĕ. «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнне çÿ-реме пуçласан хушпу-тухья, масмакпа тевет, мăй çыххи тата хĕрарăмсен çи-пуçне ăсталама тытăнаççĕ. Венера Алексеевна вара фольклора çÿрекен «Тăрмăш» пикисене валли тухья, масмак, мăй çыххисем туса пачĕ, уншăн ăна тав сăмахĕ калатпăр.

Темиçе хутчен е Республика кунĕн, Тăвай ентешлĕхĕн е Шупашкар хулин уявĕ-сенче ăста маçтăрăн хитре те ятуллă япалисене çынсем курса савăннă, тĕлĕннĕ. Халăх тумĕ енĕпе районта тата республикăра иртекен конкурссене хутшăнса дип-ломсене, ЧР Культура министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ маттур хĕрарăм. Пултаруллă çын пур çĕрте те пултаруллă. Венера Алексеевна сцена çинче халăх юррисене юрланипе пĕрлех сăвăсем вулама ăста: Вера Кузьмина ячĕллĕ конкурса хутшăнса кашни çулах лауреат ятне çĕнсе илсе, 1, 2 степеньлĕ дипломсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех республика шайĕнче иртекен фестивальсенче те сăвăсем вуласа хăйĕн пултарулăхне ÿстерет. Уйрăмах аслă ăрури çынсен ячĕпе иртекен «Çирĕп пирĕн çунатсем», «Пирĕн чунсем çамрăк» конкурссенче Светлана Асаматăн «Хĕр хÿхлевĕ», Петĕр Эйзинăн «Çăка» сăввисене каласа малти вырăнсене йышăннă.

Общество ĕçĕнче те малисен ретĕнче вăл, ялта иртекен мероприятисене хăйĕн пек маттур хĕрарăмне явăçтарса ертсе пырать. Çакă Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ-пе В.В.Николаевапа, Лачкасси ялĕн старостипе Н.Г.Лепилинапа, хĕрарăмсен совечĕн ертÿçипе И.П.Звонаревапа пĕрле килĕштерсе ĕçленинчен нумай килет. Малашнехи пурнăçра та ăнăçу сунатпăр эпир ăна, татах та хитре чăваш тĕррисене тĕрлеме пултарулăх, сывлăх, вăй-хал пултăр.

Поделиться:
Распечатать