1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 23 Апрель 2024 г.
27 ноября 2020 г. 19:29

Ырă ята тивĕçлĕ

Аннесĕр хĕвел те ăшă мар, уйăх та çутă мар, пурнăç та кичем. «Ытарайми аннеçĕм»,—тесе юрлаççĕ пĕр юрăра. Шăпах çакăн пек анне çинчен пырĕ ман сăмахăм. Вăл — Галина Николаевна Федорова, Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче тĕпленсе пурăнать. Питех те ырă кăмăллă, пурне те пулăшма хатĕр пысăк чун-чĕреллĕ хĕрарăм. Çынлăх туйăмĕ вăй илнĕ унра. Ун пек шанчăклă çынпа пурнăç сукмакĕпе пĕрле утма та кăмăллă.

10 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Кострома облаçĕнчи Судислави хулинче бухгалтера вĕренсе тухсан çуралнă тăрăхах таврăнать Галина. Ялти сăпайлă та хитре хĕр патне Геннадий Николаевич Федоров ял каччи çул хывать. Часах хăна-вĕрле пухса туй кĕрлеттереççĕ çамрăксем. Пĕр çемье пулса тăни çинчен хут уйăрттараççĕ. 39 çул ĕнтĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ. Виçĕ ывăл çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă мăшăр. 6 мăнукпа савăнаççĕ вĕсем халь.

Галина Николаевна ачисемшĕн чăн-чăн анне, мăнукĕсемшĕн — юратнă асанне. Ачисем пурте çемьеллĕ. Аслă ывăлĕ Коля Шупашкарта çемйипе пурăнать, Алеша Канашра тĕпленнĕ, Женя — Çĕнĕ Шупашкарта. Канмалли кунсенче ашшĕ-амăшĕ патне васкаççĕ, тĕрлĕ ĕçре пулăшаççĕ. Мăнукĕсем те аслашшĕ- пе асламăшĕн килĕнчен тухма пĕлмеççĕ, питĕ юратаççĕ, хисеплеççĕ вĕсене. Сахал мар утьăкка сиктернĕ-çке пĕчĕкскерсене аслисем. Ачисене май çитнĕ таран пулăшсах тăраççĕ.

Галина Николаевна ал ĕçĕнче те маттур, хăех çăм арласа, чун тĕпренчĕкĕсене ăшă алсиш-нускипе тивĕçтерет. Тĕрĕ тĕрлеме те ăста.

Г.Федорова тивĕçлĕ канăва тухичченех ялта тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Колхозра хăмла ÿстернĕ. Фермăра дояркăра та тăрăшнă. Ун аллинче ĕç вĕресе кăна тăрать.

Юлашки 14 çулне ялти культура çуртĕнче тасалăхшăн тăрăшрĕ. Вăл ĕçленĕ çулсенче клуба кĕме кăмăллăччĕ: пур çĕрте те типтерлĕх хуçаланатчĕ.

Хушнă ĕçе тĕплĕн те çийĕнчех пурнăç-ланăран чыс-сумне нихăçан та çĕре ÿкермен (сакăр çул пĕрле ĕçленĕ унпа). Тивĕçлĕ канура пулсан та обществăлла ĕçре хастар. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Шанчăк» фольклор ушкăнĕн чи пултаруллă артисчĕ вăл. Ял çыннисене юрă-ташăпа савăнтарать. Чутей ял тăрăхĕн депутачĕ те. Халăх шанăçне яваплăха туйса пурнăçлама тимлет, чылай ĕç-хĕле ыттисене явăçтарать. Пултарнăран ял çыннисем депутата суйланă та ĕнтĕ ăна. Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Куклов харсăр хĕрарăмăн, ĕçĕпе кăмăллă, тивĕçлипе мухтать ăна.

Унăн ĕçри çитĕнĕвĕсене Хисеп хучĕсемпе, тав çырăвĕсемпе, тĕрлĕ грамотăсемпе хакланă, ĕç ветеранĕ вăл. Тăван çĕршывăмăр Галина Федоровна пек çынсем пулнăран пуян.

Сумлă уяв çывхарса килнĕ май Галина Николаевнана чун-чĕререн саламласа малашне те çакăн пекех сатур, ĕçчен пулма ырлăх-сывлăх сунасшăн. Ачăрсен, мăнукăрсен, çывăх çыннăрсен юратăвĕ ан иксĕлтĕр, кунран-кун ÿссех пытăр.

Поделиться:
Распечатать