1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
6 ноября 2020 г. 22:06

Хăнара — кĕр уйăхĕсем

«Асамат кĕперĕ» ача садĕнче çак кунсенче кĕр уявĕ иртрĕ. Шăпăрлансем патне хăнана «Ылтăн кĕркунне» майĕпен шăвăнса кĕчĕ, хăйĕнпе асамлă пуянлăх илсе килчĕ вăл.

Юмахри пек илемлетнĕ музыка залĕнче «Непоседы» аслă ушкăнри ачасен савăнăçлă та кăсăклă представленийĕ пуçланчĕ.

«Ылтăн кĕркунне» пĕччен мар, хăйĕн тăванĕсемпе, кĕрхи уйăхсемпе, килме кăмăл тунă. Кĕрхи уйăхсем ачасене савăнăçлă, мыс-караллă вăйăсем выляттарчĕç, хитре сăвă-юрăсемпе кăмăллă пулчĕç вĕсем. Тутлă кучченеçсемпе, пиçсе çитнĕ пан улмисемпе хăналани те асра юлĕ.

Поделиться:
Распечатать