1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
6 ноября 2020 г. 21:09

Икĕ конкурсĕнче те палăрнă

Çурла уйăхĕн пĕрремĕш çурринче республикăра çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен профильлĕ смени ĕçленĕ. Кăçал ăна дистанци мелĕпе йĕркеленĕ. В Контакте социаллă сетьре (https://vk.com/club196636350) çул-çÿрев хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă нумай усăллă видеороликсемпе, статьясемпе паллашма пулать.

Программăри «ЮИД», патшалăх автоинспекцийĕн историйĕпе тата «Пешеход», «Полицейские профессии», «Пассажир», «Транспорт», «Железнодорожная безопасность», «Дорожные знаки» тата ытти темăсемпе, çул-çÿрев правилисене пăхăнассипе чылай заняти иртнĕ. Çавăн пекех шыва кĕнĕ чух, чукун çул çинче харпăр хăйне мĕнле тытмаллипе çыхăннă ыйтусем кĕртнĕ. Хăйсен аллипе çутта палăртакан брелоксем ăсталама та вĕреннĕ çамрăксем.

Смена вăхăтĕнче «Правила дорожного движения — правила жизни» памяткăсем хатĕрлессипе, «Безопасность дорожного движения» сочиненисен конкурсĕсем иртнĕ.

Тăвайри хушма пĕлÿ паракан «Ача-пăчапа çамрăксен центрĕ» учрежденири «Çамрăк çул-йĕр инспекторĕсем» кружока çÿрекен Андрей Ефремов памяткăсен конкурсĕнче — виççĕмĕш, сочинени çырассипе пĕрремĕш вырăнсем йышăннă. Çак кунсенче центр директорĕ Л.П.Гурина ăсталăхпа палăрнă вĕренекене асăнмалăх призсем (футболка, бейсболка, рюкзак), дип-ломсемпе свидетельствăсем панă, малашлăхра пысăк ÿсĕмсем суннă.

Поделиться:
Распечатать