1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 19 Апрель 2021 г.
6 ноября 2020 г. 21:16

Куракансене килĕшнĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе 2021 çула Сăрпа Хусан хÿтĕлев сооруженийĕсем тунисен паттăрлăхне халаллаççĕ. Иртнĕ эрнере «Строителям безмолвных рубежей» ятлă республикăри акци пуçланнă.

Чăваш Енре хÿтлĕхсем тума халăха мĕнле мобилизациленине сăнарласа театрализациленĕ флешмоб пулнă юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче. Ку мероприятире районти культура çурчĕсемпе библиотекăсенче ĕçлекенсем те хутшăннă. Çав вăхăтри арçынсемпе хĕрарăмсем пек кивĕ пальтопа фуфайка тăхăннă, пуçĕ-сенче — çав çулсенчи тутăрсемпе мулаххайсем, урисенче — атăсемпе кăçатăсем.

12 сехетре пĕтĕм республикăпа пĕрле «Строителям безмолвных рубежей» акципе килĕшÿллĕн, флешмоб пуçланнă Тăвайри культура çурчĕ умĕнче. Окоп чавнисене асăнса лартнă район центрĕнчи стела патне те кайнă вĕсем, сооруженисем çывăхĕнче кĕреçесемпе, лумсемпе ĕçленине тата пĕрле апатланнине сăнарланă. Театрализациленĕ сăнарлăх хыççăн культура ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхне сцена çинче кăтартнă. Масштаблă мероприятишĕн куракансем вĕсене тав тунă. «Çав вăхăтри пулăмсене асрах тытатпăр пулсан, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнисен паттăрлăхне те манмастпăр»,—палăртнă мероприятисене хутшăннисем.

... 1941 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче чавма пуçланă окопсене. Пирĕн район территорийĕпе «Хусан таврашĕ» хÿтĕлев сооруженийĕ иртнĕ. Мобилизациленĕ халăха 50-шар çынлă бригадăсене пайланă. Кашни района прораб участокне уйăрнă. Вĕсен ертÿçисем пулма Чăваш республикин парти комитечĕ-сен пĕрремĕш секретарĕсене, райсовет председателĕсене, депутатсене янă. Вĕсем хăйсене шаннă вырăнти ĕçсене йĕркеленĕ, çынсене ялсенчи бараксене вырнаçтарнă, çĕрпÿртсем тума хутшăннă. Колхозсем фуражсемпе апат-çимĕç уйăрнă, врач участокĕ-сем эмельсемпе тивĕçтернĕ.

Апат-çимĕç чаплах пулман, тепĕр чухне ĕçлекенсем кунĕ-пе те апатланайман. Пĕтĕмпех алăпа ĕçленĕ, техника пулман. Врачсем стройка пынă вырăнсене тухман, ĕçлекенсене сывлăх енĕпе тивĕçлĕ пулăшу паман. Çынсем алли-урисене шăнтнă, чавнă окопсене ÿкнĕ айккисенчи тăпра йăтăннипе. Чылай асап тÿснĕ çапла вăрçă вăхăтĕнче хÿтĕлев сооруженине тунисем. Районта йĕркеленĕ флешмоб пурне те кăмăла кайнă.

Поделиться:
Распечатать