1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
6 ноября 2020 г. 22:20

Тăвай енре — тепĕр çĕнĕ вите

«Кубнинский» агрофирма — районти ăнăçлă аталанакан хуçалăхсенчен пĕри. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен аван тухăç илеççĕ киччĕсем, выльăх апачĕ çуллен çителĕклĕ хатĕрлеççĕ, сĕт сăвассин кăтартăвĕсене ÿстерсех пыраççĕ. Ку коллективри ĕçсене Владимир Рыбкин управляющи виçĕ çул ытла йĕркелесе пырать.

Мучар ял тăрăхĕнчи Киччĕ ялĕнче юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче 120 пуç пăру вырнаçмалăх тунă çĕнĕ витене уçрĕç. Объекта хуçалăх хăйĕн укçи-тенкипе реконструкциленĕ, пурĕ 4 миллион тенкĕ тăкакланă.

Витене уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Ломоносов, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов, АПК ветеранĕ Владимир Ванерке, «Кубнинский» агрофирма ертÿçи Виталий Гурин тата фермăра ĕçлекенсемпе ял çыннисем хутшăннă.

2019 çулта реконструкцилеме пуçланă витене. Инвестици проектне пурнăçланă çĕрте предприяти работникĕсем ырă тĕслĕх кăтартнă. Хуçалăхăн мăйракаллă шултра выльăх 419 пуç, вĕсенчен 95-шĕ — ĕнесем. Çывăх вăхăтра çĕнĕ вите пăрусемпе тулĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăç-лакан Олег Ломоносов Ольга Репейкина пăру пăхакана, машинăпа ĕне сăвакан Любовь Краснова, Светлана Иванова, Людмила Краснова операторсене «Тăвай районĕнчи чи лайăх выльăх пăхакан—2020» хисеплĕ ят панипе ăшшăн саламланă.

—Виталий Петрович Гурин йĕркелесе пынипе «Кубнинский агрофирмăра пĕлтĕрхипе танлаштарсан, аш-какай туса илесси 29 процент чухлĕ ÿснĕ. Кăçал тăхăр уйăхра пĕр ĕне пуçне 4232 килограмран пуçласа 4251 килограмм таран сĕт сунă. 2019 çулта киччĕсен 308 пуç мăйракаллă шултра выльăх пулнă, кăçал çак тапхăрта — 374 пуç,—тенĕ район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов. Юлашкинчен выльăх пăхакансене ăнăçу, телей суннă вăл. Çав кун Тăвайри культура çуртĕнче ĕçлекенсем пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарнă.

Поделиться:
Распечатать