1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
11 декабря 2020 г. 18:31

Чăваш тĕррисемпе паллашнă

Чăваш Енре пуçласа Чăваш тĕррин кунне паллă турĕç. Шкула кайма хатĕрленекенсен «Б» ушкăнра ачасем тĕрĕпе çыхăннă занятире аваллăха çитсе, чăваш тĕррин элеменчĕсемпе, вĕсенчи ÿкерчĕксен пĕлтерĕшĕпе паллашрĕç. «Иртнисĕр малашлăх çук»,—теççĕ халăхра. Чăвашсен наци эрешĕсен искусствинче тĕрĕ тĕп тĕссенчен пĕри шутланать.

Амăшĕсем тĕрĕсен куравне алшăллисемпе, кĕпесемпе, сăмса тутрисемпе пуянлатнă.

Воспитатель Чăваш Енри, вырăнти ăстаçăсем çинчен каласа панă. Чăваш тĕррисен эрешĕнче тĕп символĕсенчен пĕри хĕвел пулнине палăртнă. Чăваш тĕррин тĕсĕсемпе, эрешĕ-семпе, формисемпе паллашнă ачасем, нумай ыйту интереслентернĕ вĕсене. Тăван культурăна упраса хăварассипе, аталантарса пырассипе ача садĕнченех тĕллевлĕ ĕçлеççĕ кунти воспитательсем.

Тамара Николаевна чăваш тĕррисем ытти халăхсеннинчен мĕнпе уйрăлса тăнине ăнлантарнă.

Поделиться:
Распечатать