1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
11 декабря 2020 г. 18:30

Николай Айзман — драматург тата театр ăсти

Николай Спиридонович Ай-зман — паллă драматург, режиссер, актер, СССР писательсен союзĕн членĕ (1939), Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1940) çуралнăрапа раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче 115 çул çитет. Вăл 1905 çулта Шупашкар районне кĕрекен Вомпукасси (Алькеш) ялĕнче çуралнă.

Н.Айзман ялти шкултан вĕренсе тухсан художество пултарулăх коллективĕ йĕркелеме хутшăннă. 1926 çулта Шупашкарти музыка шкулне вĕренме кĕнĕ, тепĕр çултан Чăваш патшалăх театрĕ çумĕнче уçăлнă драма студине куçнă. Çавăнтанпа унăн пĕтĕм пурнăçĕпе пултарулăхĕ театрпа тачă çыхăннă. Чăваш академи драма теат- рĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕçленĕ май, малтанах актер, режиссер ассистенчĕ, унтан режиссер пулнă. Çав хушăра çĕр ытла рольте вылянă, вăтăр ытла спектакль лартнă. 1929 çулта Чăваш академи драма театрĕнче Н.Айзманăн пирвайхи пьеси тăрăх «Йăмраллă ял» спектакле сцена çине кăларнă (пьеса çав çулах «Сунтал» журналта пичетленнĕ). Николай Айзман утмăл ытла пьеса çырнă, вĕсенчен чи паллисем: «Шав», «Лиза Короткова», «Алла алă çунă чух», «Иван Новиков», «Кай, кай Ивана», «Мăшăр çулхи туй», «Савни савнине илет», «Хăрушă чир», «Хĕвеллĕ кунсем», «Опера çурални», «Çÿп- çипе хупăлчи», «Спирукпа Марук», «Эрешмен картинче», «Шикли шикленнĕ — кĕрĕкне пĕркеннĕ», «Пуçа килсен пушмак», «Эх, пуçана — çур çуна», «Кама савать, çавна каять» тата ыттисем. Вăл драматургин жанрĕнче те тухăçлă ĕçленĕ: драмăсемпе комедисем, водевильсемпе скетчсем çырнă, прозăллă хайлавсенчен инсценировкăсем тунă. Н.Айзмана комеди ăсти тесе те шутлаççĕ, вăл сатирăллă жанра аталантарма пысăк тÿпе хывнă. Хăйĕн хайлавĕсенче вăл эгоизма, çăткăнлăха, ĕçке ернине тата ыттине те питлет. Драматурги енĕпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн ăна Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕ икĕ хутчен Хисеп хучĕпе чысланă.

Çыравçă 1967 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ. Паллă драматург, режиссер, артист çинчен Чăваш Республикин наци библиотекин фондĕнче нумай материал упранать: çыравçăн кĕнекисем, театр афишисем, плакатсем, кĕнекисен электронлă версийĕсем тата ыттисем те. Электронлă библиотекăра Николай Спиридоновичăн хайлавĕсене электронлă майпа вулама пулать. Унăн «Кай, кай Ивана» комедийĕ «Чăваш литературин ылтăн çÿпçи: вуламалли 100 кĕнеке» шутне кĕнĕ. Ку проекта библиотека 2015—2016 çулсенче пурнăçа кĕртнĕ. Ăна чăваш литературин чи паха тĕслĕхĕсене тупса палăртас, вулакансен хастарлăхне ÿстерес, нумайрах вулама хистес тата электронлă коллекци йĕркелес тĕллевпе туса ирттернĕ. Электронлă библиотекăра çавăн пекех Н.Айзманăн пьесисемпе лартнă спектакльсен афишисене тупма пулать. Тĕслĕхрен, Чăваш академи драма театрĕ 1937—1938 ç.ç. сезонра Николай Айзманăн «Уйăхлă каçсем» спектакльне хăйĕн репертуарне кĕртнĕ. Театр çавăн пекех 1978—1979, 1980—1981 çулсенчи сезонсенче «Кай, кай Ивана» хайлавне сцена çине кăларнине пĕлетпĕр. К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш академи драма театрĕ 1979 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче Тăвайри культура çуртĕнче хăйĕн филиалне те «Кай, кай Ивана» спектакльпе уçнă иккен.

Çак кунран пуçласа филиал кашни çулах тенĕ пек хăйĕн сезонне «Кай, кай Ивана» спектакльпе уçать. Час-часах çыравçăн хайлавĕпе лартнă спектакльсем театрăн гастроль репертуарĕнче те курăнаççĕ. Унăн «Шикли шикленнĕ, кĕрĕкне пĕркеннĕ» спектаклĕпе 1941 çулта театр республика тăрăх гастроле тухнă. Николай Айзман хăй те театр сцени çине спектакльсем кăларнă.

Раштавăн 15-мĕшĕнче 14 сехетре Чăваш Республикин наци библиотекинче «Николай Айзман — драматург тата театр ĕçченĕ» ятпа çавра сĕтел онлайн-форматра иртет. Мероприятие библиотекăн YouTube каналĕнче трансляцилĕç. Пурне те çавра сĕтел ĕçне хутшăнма чĕнетпĕр. Кам тÿрĕ эфира хутшăнаймасть, библиотекăн YouTube каналĕнче кайран та пăхма пулĕ.

Полина СЕМЕНОВА, Чăваш Республикин наци библиотеки, «Чăваш кĕнеки» пайĕн ĕçченĕ.

Поделиться:
Распечатать