1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
11 декабря 2020 г. 18:36

Тăван çĕршывăн Паттăрĕсене чысларĕç

Атăлçи федераци округĕнчи РФ Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ И.Комаров раштав уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче Тăван çĕршыв Паттăрĕсен кунне палăртса Астăвăм çулăмĕ умне чечек кăшăлĕ хунă.

—Паянхи паллă куна Раççейре вунă ытла çул уявлаççĕ. 1769 çулхи раштав уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче Георгий Çĕнтерÿçĕн (Святой Великомученик Победоносец Георгий) орденне йĕркеленĕ. Ку наградăна хăюлăхпа хастарлăх кăтартнă çынсене панă,—тенĕ И.Комаров.

Тăван çĕршыв Паттăрĕсен кунĕнче çавăн пекех Шупашкарти Мухтав монуменчĕ патĕн-че те асăну мероприятийĕ иртнĕ, ĕмĕрлĕх вут-çулăмĕ умне чĕрĕ чечек çыххисем хунă. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи В.Борисов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ А.Федотов, РФ Геройĕ Е.Борисов, ЧР Çар комиссарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С.Сергеев тата ытти официаллă çынсем хутшăннă унта.

Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайлов çÿлерех палăртнă кун Тĕмер ял тăрăхĕн ертÿçин заместителĕпе С.Ярхуновапа, архитектурăпа çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕр секторĕн заведующийĕпе М.Степановпа пĕрле Кармалти Николай Афанасьевич Афанасьев паттăра асăнса лартнă бронза бюст умĕнче пулнă. Вĕсем Тăван çĕршывшăн çапăçса пуçне хунисене сума суса пĕр минут шăп тăнă, чĕрĕ чечексем хунă.

Николай Афанасьев 1923 çулта Кармал ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. 1935—1938 çулсенче Тĕмерти шкулта пĕлÿ пухнă, кайран Шупашкарти кооператив техникумне çул тытнă. 1942 çулхи ака уйăхĕнче Николай Афанасьева çара илнĕ. 1942 çулхи çу уйăхĕнче фронта кайнă. 1943 çулхи кăрлач уйăхĕн 28—29-мĕшĕсенче ентешĕмĕр «чĕлхе» тытса килме разведкăна кайнă. Тăшмана ярса илессипе çапăçнă ушкăнра пулнă. Николай Афанасьевич фашистсен амбразурине хăйĕн ÿчĕпе хупласа, пурнăçне ĕмĕрлĕхе татнă. Вилсен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă Николай Афанасьева.

Ăна Кондраково ялĕ çывăхĕнчи вăрман хĕрринче пытарнă. Ржевск районĕнчи краеведени музейĕн докуменчĕсем тăрăх Ильченковск ял тăрăхĕнчи Сухуша ялĕнчи тăванла масара куçарнă кайран Николай Афанасьевич Афанасьев тăприне.

Поделиться:
Распечатать