1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
11 декабря 2020 г. 18:34

Тыл ĕçченĕсене — медаль

Ку эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайлов тыл ĕçченĕсене «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерĕве — 75 çул» медальпе чысланă. Пирĕн районтан ку наградăна 200 ытла çын илнĕ. Хальхинче ку сума Кивĕ Пуянкассинчи Римма Егоровна Николаева, Тушкилти Нина Варфаломеевна Морякова, Çăлпуçĕнчи Таисия Михайловна Редькова, Амалăхри Анастасия Тимофеевна Ильина, Лачкассинчи Валентина Игнатьевна Журавлева (сăн ÿкерчĕкре) тыл ĕçченĕсем тивĕçлĕ пулнă.

—Эпир вăрçă вăхăтĕнчи йывăр çулсене тÿссе ирттернисене, ун хыççăн çĕршывăн арканнă хуçалăхне ура çине тăратнисене чыслатпăр паян. Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем пирĕншĕн, çамрăксемшĕн, ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ,—тенĕ Владимир Борисович медаль илнисене саламласа. Вăл тыл ĕçченĕ-сен кăмăл-туйăмĕсемпе интересленнĕ, вĕсен сĕнĕвĕсене йышăннă, юлашкинчен медаль илнисене ырлăх-сывлăх суннă.

Коронавирус сарăлассинчен сыхланмалли йĕркене пăхăнса чысланă ватăсене.

Çĕнĕ тата Кивĕ Пуянкассисен ялĕсенче пурăнакансем район администрацийĕн пуçлăхĕн-чен икĕ яла пĕрлештерекен çула юсаса çĕнетме, автобус чарăнакан вырăнта павильон лартма пулăшма ыйтнă.

Çавăн пекех В.Михайлов Тушкилти культура çуртĕнчи спортзалри юсав ĕçĕсемпе паллашнă. Çĕнĕ подрядчик маччана сăрлама пуçланă, икĕ эрнере кунти ĕçсене вĕçлеме планлаççĕ вĕсем.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ку проекта пурнăçа кĕртес тĕллеве контрольте тытать.

Поделиться:
Распечатать