Декабрĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ пулчĕ. Çавна май хăйĕн харсăрлăхĕ-пе ырă тĕслĕх кăтартакан, ыттисене хавхалану кÿрекен, пултарулăх конкурсĕсенче палăракан хĕрарăмпа паллаштарасшăн.
Нина Григорьевна Семенова 3-мĕш ушкăн инваличĕ. Вăл чирлĕ тесе йынăшса лармасть, яланах хастар та ырă кăмăллă, вĕçĕмех тĕрлĕ ал ĕçĕпе те кăсăкланать. Хушпу-тухья, шÿлкемепе масмак, мăй çакки ăсталать, темĕн те çыхать, çĕлеме те ÿркенсе тăмасть. Нина Григорьевна (сăн ÿкерчĕкре) «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн артисчĕсем валли саппунсемпе мăй çыххисем, каситесемпе тĕрĕллĕ ал тутрисем, масмаксем ăсталаса панă. Ун алли витĕр тухнă япаласем çыпăçуллă, хитре, çавăнпа та тĕрлĕ конкурссемпе выставкăсенче чылай тав хучĕсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех вăл тĕрлĕ минтерсем çыхать, лентăран карçынккасем ăсталать. Нина Григорьевна «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн хастар артисчĕ, чăваш халăх юррисене нумай пĕлет, пире те ĕлĕкхи юрăсене юрлама вĕрентет. Юрра-ташша та ăста маттур хĕрарăм, купăс калама маçтăр, час-часах уявсенче юрлаттарса ташлаттарать. Мĕн тĕрлĕ салат тума пĕлмест-ши тата пирĕн Нина Григорьевна? Пире те вĕрентсе пырать. «Аннесен уявĕнче» майонеза килтех хатĕрлеме май пуррине кăтартрĕ, питĕ тутлă пулчĕ.
Мăшăрĕ чире пула вăхăтсăр çĕре кĕни чылай хавшатрĕ Нина Семенован сывлăхне. Çапах та чăтас пулать, вилнĕ çын хыççăн каяймăн, чĕррисен малалла пурăнмалла, ачисене, икĕ ывăлĕпе хĕрне, мăнукĕсене пулăшмалла. Аван çынччĕ Иван Дмитриевич, ĕçре те тăрăшуллă пулнă, çынсене те яланах пулăшнă. Халĕ те картиш тулли чăх-чĕппине, хур-кăвакалне усрать сатур хĕрарăм. Халăх фольклор ушкăнне те çÿ-реме ĕлкĕрет, яланах сĕнÿ-канашсем парать. Эпир Нина Григорьевнана хисеплетпĕр, ăнăçупа çирĕп сывлăх, телей сунатпăр, юрă-кĕвĕ унăн ĕмĕрне тăстăр.