1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
11 декабря 2020 г. 18:28

Яланах кĕтнĕ уяв

Кирек мĕнле ачаран та çут тĕнчери чи юратнă çын кам тесе ыйтсан: «Манăн анне»,—тет.

Чăнах та пурнăçра çапла пулĕ. Амăшĕ вĕт ачисене пĕтĕмпех парать: чун пуянлăхĕ, хÿтлĕхне, чăтăмлăхне.

Пирĕн ача сачĕн воспитанникĕсем те хăйсен юратнă çыннисене уявсенче саламлама юратаççĕ. Темиçе кун ĕнтĕ Т.Г.Шакина воспитатель ачасемпе вĕсен амăшĕсем çинчен калаçрĕ. «Эпĕ тата манăн анне» ятлă пĕчĕк калав калăпларĕç пĕрле. Аннесен уявĕнче вăйăсем вылярĕç, амăшĕсем пек те пулса пăхрĕç, вĕсене çăмăлрах ĕç- сенче пулăшма вĕренчĕç, тĕрлĕ çыравçăсен произведенийĕсенчи анне сăнарне тишкерчĕç.

«Анне çинчен сăмахăм» тематика занятийĕ те усăллă иртрĕ. Çав вăхăтра аннесене халалланă сăвă-юрăсемпе паллаштарчĕç, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене аса илчĕç, видеофильм пăхрĕç. Ÿкерчĕксен куравĕ хатĕрлерĕç хăйсен ĕçĕсенчен, стена ха-çачĕ те илемлĕ пулчĕ. Ачасем хутшăннипе видеороликсем те йĕркелерĕмĕр.

Поделиться:
Распечатать