1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 1 Август 2021 г.
19 декабря 2020 г. 20:14

Кил-йышсенче электроçутă куллен йăлкăштăр

Кăçал çĕршывра электроэнергипе тивĕçтерес енĕпе ĕçлесе канăва тухнисемпе паянхи кун ку отрасльте тăрăшакансемшĕн паллă çул. Шăпах çĕр çул каялла, 1920 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче, Советсен Пĕтĕм Раççейри VIII съездĕнче çĕршыва электрификацилемелли ГОЭЛРО планне пăхса тухнă, пĕр саслă пулса çирĕплетнĕ. Электрификаци ĕçĕсем пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илнĕ, ку сферăри специалистсене халĕ тивĕçлипе хаклаççĕ. Çавăнпа палăртнă кун энергетиксен уявне паллă тăваççĕ.

Пирĕн района электрификацилессине 1965-1970 çулсенче туса ирттернĕ. Çак ĕçсене Чăваш Енри 50-мĕш мехколонна специалисчĕсемпе Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ-сем пурнăçланă. Тĕттĕм чăваш ялĕсене çутта кăларасси чăннипех те пархатарлă ĕç пулнă.

«РоссетиВолга» - «Чуваш-энерго» ПАО филиалĕнчи Кăнтăр производство уйрăмĕн Тăвай районĕнчи электричество сечĕн коллективĕ хальхи вăхăтра хăйĕн тивĕçĕсене аван пурнăçласа пырать. 0,4 тата 10 киловольтлă 600 ытла километр тăршшĕ электролинипе ялсенчи трансформаторлă 140 ытла подстанци пăхса тăрать.

Вун-вун çул иртнĕ май, валеçсе тăракан электричество сечĕсем кивелсе пыраççĕ. Планпа пăхнă юсав ĕçĕсене кашни çулах вăхăтра пурнăçлама тăрăшать коллектив. Юлашки тапхăрта пĕчĕк вольтлă линисен йывăç юписене тимĕр бетонлисемпе улăштарса çĕнетесси, СИП-проводасем карасси тĕп вырăнта тăнă. Тăвай районĕнчи ялсенчи урамсенче ку ĕçе планпа килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. Халĕ эпир электроэнергисĕр нимĕн те тăваймастпăр. Коллектив специалисчĕсем çанталăк условийĕсене, кану кунĕсене пăхмасăр районти хуçалăхсене, халăха, организацисемпе предприятисене электроэнергипе чăрмавсăр тивĕçтерессишĕн тимлеççĕ.

К.Ефремов тĕп инженер, В.Иванов РЭС мас-терĕ, М.Владимирова РЭС техникĕ, С.Александров, Э.Александров, В.Мясников, О.Староселец, А.Данилов диспетчерсем, С.Николаев, О.Семенов, А.Васильев, В.Титов, А.В.Иванов, В.Юр-кин, С.Сергеев, Андрей Витальевич Иванов, А.Н.Иванов, Л.Совин электромонтерсем, Н.Порфирьев водитель, Р.Асеинов УБУЭ начальникĕ, Е.Скворцова УБУЭ инженерĕ, С.Ивановапа И.Лебедева УБУЭ техникĕсем, Е.Никитинапа И.Степанова УБУЭ электромонтерĕсем, Н.Иванова контролер, М.Александрова уборщица хăйсен тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçлаççĕ. Пирĕн патăрта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене те манмастпăр эпир. Темиçе çул каялла ĕç условийĕсене лайăхлатнă, икĕ хутлă çуртра ĕçлеме пуçланă.

Коллектив районта электроэнергипе тĕрĕс усă курассине йĕркелесе пырать, шутлавсăр, айккинелле каякан электроэнерги калăпăшне пĕтерессишĕн те тимлет. Хăйсен профессиллĕ уявне ĕçри пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ вĕсем.

Самантпа усă курса энергетика службин хисеплĕ ĕçченĕ-сене, тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене профессилĕ уявпа тата çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Çăмăл мар ĕçĕрте çирĕп сывлăх, тÿсĕмлĕх, ăнăçу сунатăп. Çемйĕрсенче яланах килĕшÿлĕхпе ăнланулăх, юрату тата электроçутă хуçалантăр.

Поделиться:
Распечатать