1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
19 декабря 2020 г. 20:10

Сăваплăран та сăваплă ĕçре

Чăваш Республикин тата Тăвай районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Раççейĕн хисеплĕ çăкăр пĕçерекенĕ, Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ апат-çимĕç индустрийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, çĕршыври тата тĕнчери нумай наградăсен кавалерĕ, çав шутра - «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн IV степенĕ, Хисеп орден, «Апостолсемпе тан çветтуй Ольга княгиня» орденăн III степенĕ, «Меценат” орден тата ытти те. Мускав 850 çул тултарнине халалланă паркăн «Раççейĕн ырă «Ангел-управçи» архитектура комплексĕнче унăн ячĕпе «XXI ĕмĕрĕн мухтавлă меценачĕ» пайăр плита вырнаçтарнă. Унăн ятне нацисен «Ылтăн кĕнекине» кĕртнĕ. Вăл ертсе пыракан ĕç коллективĕ тĕнчери «Эртсмейкер - 2000» наградăна, унăн ертÿçи кăкăр çине çакмалли ылтăн паллăна тивĕçнĕ. Чи пысăк награда вара уншăн ĕç коллективĕ умĕнчи чыспа хисеп. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ. Тата нумай ырă сăмахсем калама пулать хамăрăн ентеш, Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕн генеральнăй директорĕ Елена Игнатьевна БАДАЕВА ?Сайкова% пирки. Çур ĕмĕр ытла тăван заводра вăй хурать, вĕсенчен 35 çулне - директорта. Хăй ĕçĕн чаплă ăсти, Тăвай районĕн кăна мар, пĕтĕм республикăн чапĕпе мухтавĕ. Эпир унăн çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнатпăр, унпа мухтанатпăр.

 

Çĕнĕ Ишпуçĕнчи Сайковсем

Елена Сайкова 1946 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Ашшĕ - фронтовик, Ржевшăн пынă хаяр çапăçусенче йывăр аманнă, инвалид пулса тăнă. Отделени командирне Игнатий Максимович Сайков сержанта «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă. Амăшĕ - Евдокия Андриановна - колхозница, тыл ĕçченĕ.

Сайковсем хушшинче вĕреннĕ çынсем те пулнă. Акă 1900 çулта çуралнă Никита Максимович Донбасра шахтăсен управляющине çити ÿснĕ. Иван Максимович вăрçăччен Ленингради сывлăш-çар чаçĕнче инженерта тăрăшнă. Анчах блокада вăхăтĕнче выçлăха пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă.

Игнатий Максимович та малалла питĕ вĕренесшĕн çуннă. Тулĕк, çемьере тĕпчĕк пулнă май, ватă ашшĕ-амăшне хăйсене çеç пăрахса хăварма пултарайман. Тăватă класс кăна вĕреннĕ пулсан та хутла аван чухланă. Ун патне ял-йыш тĕрлĕ хутсем çыртарма çÿренĕ. Вăрçăччен колхозра бригадир пулнă, аманса таврăнсан, туясемпе утакан пулсан - агротехник. Вăрçă хирĕн-че ăна Турри хăй сыхласа хăварнă тейĕн. Ржев патĕнчи пĕр хаяр çапăçу хыççăн нимĕçсем выртса юлнă совет салтакĕсене çавăра-çавăра пăхса тĕрĕсленĕ, вĕсен хушшинче чĕррисем пулсан, тепĕр хут пенĕ. Игнатий Сайков та çут тĕнчепе сывпуллашма хатĕрленнĕ. Çавах та ун телейне, çĕр çинелле тирĕн- се аннă салтака фашистсем тĕкĕнмен, ун айккипе иртнĕ: те çавăрма ÿркеннĕ, те вилнĕ тесе шутланă. Нимĕçсем кайсан, юн юхтарса выртакан салтак, хамăрăннисем патне тухас тесе, малалла шунă. Виçĕ талăкран тин вăл темле ял хĕррине çитнĕ. Ырă кăмăллă хĕрарăм унăн суранĕсене çуса çыхса янă, хăйне госпитале ăсатма май тупнă.

Елюк ?çапла чĕннĕ ăна килтисем% Çĕнтерÿ кунĕ çут тĕнчене килнин хăйне евĕр палли пур тейĕн. Вĕт ашшĕ, Игнатий Максимович, вăрçăран, йывăр сусăрланнă пулин те, чĕрĕ таврăннă. Вăл - Çĕнтерÿ салтакĕ. Вилĕмле тăшмана çапса аркатнинче унăн тÿ-пи те пур. Çемьешĕн, мăшăрĕпе ачисемшĕн, тăванĕсемшĕн вăл чĕрĕ таврăннинчен пысăкрах савăнăç пулма та пултарайман-тăр çав çулсенче. Тăватă çула пынă хаяр вăрçă аранах вĕçленнĕ. Мĕн чухлĕ çын кĕтмен пуль çав куна. Пĕтĕм тĕнче уншăн савăннă. Çĕнтерÿ хавхипе çут тĕнчене килнĕ пĕчĕк Елюкăн пĕтĕм пурнăçĕ, характерĕ çав кунпа çыхăннăн туйăнать. Ачаранах вичкĕн ăспа, ĕçченлĕхпе, харсăрлăхпа, çинетăраслăхпа, йывăрлăхра çухалса кайманнипе тата кăштах чăрсăрлăхпа палăрса тăнă вăл. Ашшĕ унра хăйĕн пурнăçланайман ĕмĕчĕсене курнă. «Эх, хĕрĕм, курайрасчĕ эсĕ кам пулнине...»,-тăтăш çапла каласа пуçран шăлнă ăна. Ашшĕн ырă пилне, шанăçне вăл яланлăхах чĕре варрине хывнă, нихăçан та çĕре ÿкермен. Пĕчĕкрех чухне вăл çум çумланă, пахча шăварнă, ÿсерехпе тырă вырнă, утçире, йĕтемре тăрăшнă. Вуниккĕрех молотилка çине кĕлтесем парса тăни, аслăрах классене çитсен, çĕрлехи сменăра йĕтемре тырă тасатни халĕ те куç умĕнчех пек. Йышлă çемьере урăхла пулма та пултарайман ĕнтĕ аллăмĕш-утмăлмĕш çулсенче. Ял ачисем ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ, ĕç туптанă вĕсене, тÿсĕмлĕхе вĕрентнĕ. Вăрçă юхăнтарнă çĕршыва ура çине тăратмалли мирлĕ пилĕк-çуллăхра çуралнă вăл. Пурне те йывăр килнĕ çав çулсенче ?Пулнă-ши вĕсем çĕршыв историйĕнче çăмăл çулсем, уйрăмах ял çыннишĕн/%.

Атте-анне çунатти айĕнче эпир темле йывăрлăха та тÿсме хатĕр, атте-анне пур чухне пире ăшă, çутă, чунра килпетлĕх. Шел, хăçан та пулин пире вĕсенчен уйрăлма тивет. Вăрçă суранĕ- сене пула Игнатий Сайков 59 çултах çĕре кĕрет.

-Эпĕ ун чухне шăпах Терпитри 11 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухаттăм. Экзаменсене ăнăçлă тытнăччĕ. Алла аттестат илмелли кăна юлнăччĕ. Ăсату каçне кĕтеттĕмĕр, тепĕр 2-3 кун кăначчĕ... Аттен куçĕ-сем хупăнчĕç... Кураймарĕ хĕрĕ хăй тĕллĕн пурнăç çулĕ çине тăнине. Маншăн тĕнче пушанса юлчĕ... –куççульпе аса илет вăл çав кунсене. -Çавах чĕррисен малаллах пăхмалла. Эпĕ Шупашкара педагогика институтне çул тытрăм. Питĕ вĕрентекен пулас килетчĕ. Нимĕç чĕлхине килĕштереттĕм. Анчах шăпа пÿрмерĕ мана учитель пулма, конкурс такăнтарчĕ,-ассăн сывлать Елена Игнатьевна.

Халь шутлатăп та, тен, шăпа такăнтарман ăна, пурнăçри чи тĕрĕс çула суйласа илме кăна пулăшнă. Эпĕ кунта пĕр профессие хурласа теприне çĕклесшĕн мар. Учитель ĕçĕ çав тери пархатарлă, профессисен профессийĕ теме пулать ăна. Вĕт пурте шкултан пуçланать. Çын сывлăхне упрасси, чирлесен - сыватасси, çурт-йĕр тăвасси тата ытти вуншар профессие асăнма пулать. Тырпул çитĕнтересси, выльăх-чĕрлĕх пăхасси, çĕршыва сыхласси, ăна тăрантасси мĕнрен кая/ Кашни ĕç çынна чапа кăларма пултарать. Çавах та, Елена Игнатьевна пиркиех-ха. Калăпăр, вăл институт пĕтерсе педагог пулса тăнă тейĕпĕр. Питĕ тăрăшса ĕçлесен вăл тава тивĕçлĕ вĕрентекен ятне илме пултаратчĕ-ха, анчах çав ĕç çĕршыв, тĕнче шайĕн- че ăна чыс-сум кÿрĕччĕ-ши/ Тепĕр тесен, çын чыс-сумшăн ĕçлет-и вара/ Вăл хăй ĕçне чунтан юратса тăвать, ĕç ăна çÿллĕ шая çĕклеме пултарать, ăна пула хăй те çĕкленет.

 

Завод мана ырă кăмăлпа йышăнчĕ

Вĕренме кĕрейменшĕн куляннă, паллах. Шупашкарта чарăнма тăвансем те, паллакансем те пулман. Яла каялла таврăнас -килтисенчен, ял-йышран аван мар. Çирĕп кăмăллă хĕр ун пирки шутлама та пултарайман. Апла пулсан ĕç шырамалла. Хăй пекех вĕренме кĕреймен тантăшĕ-пе пĕлтерÿсем тăрăх ĕç шыраса вĕсем таçта та çитнĕ, анчах пур çĕрте те прописка пуррине ыйтнă. Юлашкинчен 1-мĕш çăкăр завочĕ умĕнче чарăннă. Унта ăна çав кунах çĕрлехи сменăна тухма ыйтнă, пропискăна тăратма шантарнă. Çапла Елена Сайкова 1964 çулхи августра завода пырса кĕнĕ. Мĕн тĕрлĕ кăна ĕç тума тивмен ăна: уборщица та, кочегар та, грузчик та, çăнăх пушатакан та, формăсене çу сĕрекен те, кĕлентĕр пĕçерекен те, чуста çăракан та. Нимĕнле ĕçрен те ÿркенмен ялта пиçĕхсе ÿснĕ хĕр. Малтанхи вăхăтра заводра вагонеткăсем çинче выртса тăнă. Сахал мар чухне 3 смена ĕçлеме тивнĕ. Укçине вара сахал тÿленĕ. Пăрахса каяс шухăш та пырса кĕнĕ тепĕр чухне пуçа. Анчах - ăçта/ Шăла çыртнă та каллех хушнă ĕçе кÿлĕннĕ. Юрать çынна пултарулăхне кура хисеплеççĕ.

-Манăн пурнăçра ырă çынсем нумай пулчĕç. Вĕсенчен пĕри - Прасковья Ивановна Калинкина, вырăс хĕрарăмĕ, Петроградри галет фабрикинче ĕçленĕскер. Мăшăрне пула Чăваша куçса килнĕ вăл, хăй тĕллĕн нумай вĕреннĕ. Шупашкар хула ĕçтăвкомĕн обществăлла апатлану пайне, ун хыççăн пĕтĕм ĕçтăвкома ертсе пынă, РСФСР Аслă Канашĕн депутатне суйланнă. Вăрçăн йывăр çулĕсенче Чăваш АССР апат-çимĕç промышленноçĕн комиссарĕ пулать, çав çулсенчех апат-çимĕç промышленность академийĕнчен вĕренсе тухать. Легендăри хĕрарăм пек туйăннă вăл Çĕнĕ Ишпуç хĕрĕшĕн. Вĕсем пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштернĕ.

-Çăкăр заводĕнче çамрăксем йышлăн ĕçлетчĕç, анчах комсомол организацийĕ çукчĕ. Прасковья Ивановна мана çавна йĕркелеме ыйтрĕ. Малтанлăха эпир çиччĕн пултăмăр. Çамрăксенчен хор пуçтартăм, спорт вăййисем йĕркелеме, канмаллисене çут çанталăкра ирттерме тытăнтăмăр. Хулари субботниксенчен нихăçан та айккинче юлман. Комсомолецсемпе çамрăксем хушшинче социализмла ăмăрту пуçарса ятăмăр. Пĕр туслă çемьери пек туйма пуçларăмăр хамăра. Çав пуçарусенче мана Прасковья Ивановна хавхалантарса пычĕ. «Санра - пысăк вăй-хăват, вĕренсе, пурнăçри хăвăн чăн-чăн вырăнна тупмалла» тесе пĕрре мар каланă вăл мана. Ĕçрен татăлмасăр Мускаври механикăпа технологи техникумне вĕренме кĕтĕм. Шăпах заводри хамăн ĕçпе çыхăннăччĕ ку. Вĕренÿре йывăррине астумастăп, анчах укçа çитменнипе выçă ларнисем пулнă. Ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн заводран пăрахса каяс шухăш манра урăхран çуралмарĕ. Эпĕ хам коллектива, çынсене кирлине туйса илтĕм. Манăн яваплăх ÿс-рĕ, тивĕçсем нумайланчĕç. ГТО нормисемшĕн те, хоршăн та, комсомол организацийĕшĕн те, Ленинла уроксемшĕн те яваплă пулса тăтăм. Хула Советне депутата суйларĕç,-каласа парать Елена Игнатьевна.

-Çапла никамах та пĕлмен ял хĕрĕ, хула çути илĕртнипе Шупашкара çилпе вĕçсе килнĕ лĕпĕш пек, хăйшĕн çеç пурăнманнине, нумай-нумай çынна кирлине туйса илнĕ. Прасковья Ивановна ăна икĕ хутлă йывăç çуртра пÿлĕм илме пулăшнă. Халĕ унăн хăйĕн кĕтесĕ пур ĕнтĕ, ан тив, пĕчĕкскер кăна пултăр, çавах та хăйĕн! Юмахри пек! Турра мухтав, пурнăç ăна çавăн пек ырă чунлă çынпа тĕл пултарнăшăн. Вăл уншăн тăван амăшĕ, тăван ашшĕ вырăнĕнче пулнă.

Умри тепĕр çывăх тĕллев - аслă пĕлÿ илесси. Ашшĕн пилне манăçа хăварма пултарайман Ишпуç хĕрĕ. Тĕллевĕ çывăх, анчах Елена Сайкована пурнăçра улшăнусем кĕтнĕ. Комсомол ĕçĕ завод комсоргне пулас мăшăрĕ-пе Владимир Бадаевпа паллаштарнă. Çамрăксем мăшăрланнă. Сайковаран Бадаева пулса тăнă. Тепĕр çултан ывăл çуралнă. Пĕрремĕш космонавт ятне панă ăна - Юрий. Пурте хăй йĕркипех пырать темелле. Елена Игнатьевна карьера картлашкипе хăвăрт ÿсме тытăннă, бригадира, мастера, производство начальникне çитнĕ. 1980 çулта апат-çимĕç промышленноçĕн Пĕтĕм Союзри институтĕнчен вĕренсе тухнă. Мăшăрĕ Ленинградри вăрман техникин академийĕнче вĕреннĕ. Шупашкар ГЭСне тунă май 1-мĕш çăкăр завочĕн, Пукрав чиркĕвĕн юхăннă çуртĕнче вырнаçнăскерĕн, Хĕрлĕ лапампа пĕрле шыв айне лекмелле пулнă. Çавăнпа та хулан кăнтăр-хĕвеланăç енче ку чухнехи хăватлă завод лартма палăртаççĕ. Ăна çулталăк çурăра туса пĕтерме пăхнă. Çавах та строительство ĕçĕсем вăраха тăсăлнă. Республикăри апат-çимĕç промышленноçĕн министрĕ Л.И.Вавилова Е.Бадаевана вăхăтлăха çăмăлрах ĕçе, 4-мĕш çăкăр заводне лаборатори начальникне куçарма тăрать. Елена Игнатьевна, йывăр çын пулнине пăхмасăр, производствăран кайма килĕшмест. Ăна тăван заводрах тĕп технологра хăвараççĕ.

-Эх, мĕн чухлĕ «çапăçман-ши» эпĕ эрехçĕсемпе/ Çĕнĕ завода тăвакан монтажниксем Мускавранччĕ. Кăнтăрлаччен ĕçлетчĕç, кăнтăр апачĕ вăхăтĕн-че вара ĕçсе ÿсĕрĕлетчĕç. Апата ялан тенĕ пек 3 литрлă банкăпа эрех илсе пыратчĕç. Пытарса лартнă банкисене мĕн чухлĕ çапса ватман-ши, мĕнле кăна намăслантарман-ши хăйсене,-аса илет Елена Игнатьевна. -Стройкăна вĕçлесе ĕлкереймерĕм, декретлă отпуска тухрăм. Наташа çуралчĕ.

Завода 1981 çулхи августра тин хута ячĕç. Отпускран тухсан кĕлентĕр тăвакан цехра мастерта ĕçлерĕм. Вавилова мана Ленинграда ертÿçĕсен ăсталăхне ÿстермелли курса вĕренме ячĕ. Вĕренсе таврăнсан, 3-мĕш завода производство начальникне лартрĕç. Унта мĕн чухлĕ кĕрешмен-ши ĕçкĕçĕсемпе, вăрăсемпе/ Çулталăк ытларах ĕçлесен, пĕррехинче министр мана илме хăйĕн çăмăл машинине ячĕ. Шоферĕ хĕрарăмччĕ унăн. Людмила Ивановна мана сĕтел хушшине хăйне хирĕç лартрĕ те: «Сана 1-мĕш çăкăр заводне директора ярас тетпĕр»,-тесе пĕлтерчĕ. Эпĕ çухалса кайрăм. «Мĕнле-ха, унăн директорĕ пур вĕт-ха, Михайлов»,-тетĕп... «Шел те, йĕрке тăваймасть çав...»,-тавăрчĕ министр. «Пулма пултараймасть, завода Владимир Павлович ертсе пынипе турĕç-çке»,-тетĕп. Пĕлетĕп-ха, кĕлентĕр цехĕнче ĕçленĕ чух, çăкăр пĕçерекен цехри йĕркесĕр- лĕхсене куркаланă. Продукци нумай сая каятчĕ, çунса кайнă сухарине е чусти ытлашши йÿçнипе пăсăла пуçланă çăкăра, пĕр шута илмесĕр, выльăхсене çитерме ăсататчĕç. Укçа-тенкĕ, тавар тухмасть, тетчĕç. Çавах та, директор пулма килĕшмерĕм, мăшăрпа калаçса пăхам-ха, терĕм. «Калаçса пăх-ха эппин...» - терĕ министр. Çав çĕр çывăраймарăм. «Вăй-халу çитет пулсан - килĕш, хăвна шанмастăн пулсан - пăрăн»,-терĕ мăшăр.

Ирхине министр кĕтет мана. «Килĕшместĕп, пултараймастăп ку ĕçе»,-тетĕп. Каласа кăтартас çук вĕт-ха ăна заводри йĕркесĕр- лĕхсем пирки. Вăл мана ĕненмест, сăнаса пăхать. «Эпĕ сана 3 пÿлĕмлĕ хваттер паратăп»,-тет. Совет саманинче хваттерлĕ пуласси нумай çыннăн ĕмĕчĕ пулнă мар-и/ Миçе çул хваттерсĕр пурăнтăм, халĕ те тăвăр хваттерте пурăнатпăр. Пирĕн икĕ ача ÿсет. Хăçан тивĕçĕ мана виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер/ - Килĕшме тиврĕ. «Вăлта çине çаклатрĕ» пире министр.

Çапла 21 çул каялла ĕç шыраса 1-мĕш çăкăр заводне пырса кĕнĕ Елена Бадаева унăн директорĕ пулса тăнă. Ун чухне вăл 39 çулта пулнă. Пурнăç опычĕ çук мар ĕнтĕ. Заводра уборщицăран пуçласа производство начальникне çитнĕ. Заводра вăл тума пĕлмен ĕç пулман. Кунта пролетариат çулпуçĕ В.И.Ленин хăй вăхăтĕнче каланă сăмахсем тÿрре тухаççĕ: «Кашни кухаркăн патшалăха ертсе пыма пĕлмелле». Çĕршывра «çĕнйĕркелÿ», реформăсем пуçланнă. Вĕсем экономикăна витĕмлĕ пулăшу парайман, экономика арканнă, аслă çĕршыв пайланса саланма тытăннă. Таса мар алăллă сăхăсем халăх 70 çул тăршшĕ тар юхтарса тунă пурлăха хăйсен аллине çавăрса илме хапсăннă. Вĕр-çĕнĕ, хăватлă завод, çав вăхăтрах калама çук пысăк тăкаксем, нимĕнле контроль те çук. 5 производство линийĕнчен 1,5-шĕ ĕçленĕ-ши/ Талăкра 69 тонна çăкăр-булка изделийĕсем туса кăлармалли завод аран-аран 7 тонна продукци кăларнă. Çавра шурă çăкăра вагонĕпе каялла тавăрнă, мĕншĕн тесен ăна çынсем туянман. Çăкăр хытса кăвакарса выртнă. Ĕç дисциплинине пăхăнман, ĕç вăхă- тĕнчех ĕçсе выртнă, ĕçе тухман тĕслĕхсем нумайланнă. Заводран йăкăртасси сарăлнă. Предприяти тăкаклисен шутĕнчен тухайман. Мĕнле ĕçлемелле çак лару-тăрура хĕрарăм ертÿçĕн, мĕнрен тытăнмалла/

 

Пирваях пĕр шухăшлисен команди кирлĕ

Ăна никам та ярса памасть, ăна чăтăмлăн пăхса çитĕнтермелле. Елена Игнатьевна шăпах çавăнтан тытăннă. Тÿрлетме май çуккисене ĕçрен тухса кайма хушнă. Ытларахăшĕ «çĕнĕ шăпăр» йĕрке тума пултарасса ĕненнĕ, ун хыççăн кайнă. Мĕншĕн тесен вăл мĕнле ĕçлеме пĕлнине хăйсен куçĕпе курнă. Ĕçлекен алăсем çитмен чухне вăл кирек кам вырăнне тăрса ĕçлеме пултарнă, вăй-хала та, вăхăта та шеллемен, çемье пирки те маннă.

-Малтанхи 5 çулĕнче маншăн уяв кунĕсем те, канмаллисем те пулман. Пĕрремĕш вырăнта ĕç тăнă. Ирхине 4 сехет çурăра тăнă та каçпа 9 сехет хыççăн киле таврăннă. Сахал мар чухне заводрах çĕр каçма тивнĕ. Тавах Турра, мана тÿсĕмлĕхпе кăмăл çирĕп-лĕхĕ панăшăн,-аса илет Елена Игнатьевна.

Майĕпен лару-тăру лайăхланнă. Çынсем ытларах ĕçлесе илме тытăннă. Сăмахпа хавхалантарни çеç çителĕксĕр, укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май памалла, ĕç условийĕсене лайăхлатса пымалла. Иккĕмĕш çур çула завод 190 пин тенкĕ тупăшпа вĕçленĕ. Япăх мар çав вăхăтшăн. Пирвайхи çулсенче рабочисем çитсех кайман-ха, хваттер парайманнипе те тăтăш пăрахса кайнă çынсем. Хушма професси илессине, квалификацие ÿстерессине сарса янă коллективра.

Завод çулран-çул тĕрекленсе пынă. Акă 1987 çулхи иккĕмĕш кварталта коллектив социализмла ăмăртура Чăваш АССР Министрсен Совечĕн. Çăкăр пĕçерес тата макарон туса кăларас промышленность Управленийĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне çĕнсе илнĕ. Малашне Хĕрлĕ ялавсем заводра тăтăшрах тытăнса тăма пуçланă. Продукци туса кăларасси, ĕç тухăçлăхĕ, услам илесси ÿссе пынă. Пăр тапраннă! Продукци ассортименчĕ пуянлансах пынă, производство лаптăкĕсене çĕнетсех тăнă. Продукци пахалăхне ÿстерес-тĕк, лайăх оборудовани, технологи линийĕсем кирлĕ. Укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ пулсанах вăл вĕсене ют çĕршывсенче туянма тăрăшнă. Ку çеç те çителĕксĕр, кашни ĕçе чун ăшшине хывмалла. Чуна парса тăвакан ĕç япăх пулма пултараймасть, тет вăл. Уйрăмах 90-мĕш çулсем йывăр килнĕ. Шок терапийĕ. Предприятисем хупăнаççĕ, çынсем ĕçсĕр.Укçа-тенкĕ йÿнелет. Анчах çак условисенче те «Çăкăр» УАО ăнăçлă ĕçлесе пырать. Директор чĕртавар шыраса ?çăнăх, сахăр, çĕпре т.ыт.те%, ăçта кăна çитмест. Çавах та мĕн кирлине тупса килетех.

-Шăпам, çăмăл пулмарĕ пулсан та, мана илемлĕ те тулли пурнăç парнелерĕ. Эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп.

-Хамăр коллективпа мăнаç-ланатăп. Унăн савăнăçĕ маншăн та савăнăç, унăн ыратăвĕ – манăн ыратăвăм. Вăхăт çитсен, манăн вырăна урăх çын йышăнĕ. Ырă сунса эпĕ ăна çапла каланă пулăттăм: чи кирли - çавăн пек коллектива упраса хăварасси. Хальхи пекех тикĕссĕн ĕçлĕр, туслăн пурăнăр! ?Е.И. Бадаева%.

Чухлатăп, тÿсмелле мар йывăр ăна хăш-пĕр самантсенче. 2002 çулта вăл пĕр шутлама пултарайман çĕртен ывăлне çухатрĕ. Ĕç хыççăн киле кайма тухнăскерне автомашина вилмеллех çапса хăварнă. Юрий Чăваш ялхуçалăх академийĕн юлашки курсĕнче вĕреннĕ, эаводра автомеханикре тăрăшнă. Амăшĕ ăна пысăк должноçсемпе иртĕнтермен, хăй пекех кашни «винтик» хăш вырăнта ларнине пĕлсе, пур ĕçе те чухласа ÿстĕр, тенĕ. Хăçан та пулин ывăлне хăй вырăнне шанса хăварас ĕмĕтпе йăпаннă. Çитĕнсе çитнĕ ывăла тупăка кĕртсе вырттар-ха, амăшĕн чĕри чул катăкĕ мар вĕт. Вăхăт сиплет тетпĕр тепĕр чухне. Çук çав, вăхăт пур сурана та сиплеймест. Амăшĕ ывăлне нихăçан та, ниепле те манаймĕ. Ывăлĕ пурнăçран сарăмсăррăн кайни ăна çав тери хытă хуçса хăварнă. Юрать юнашар ырă чун- чĕреллĕ çынсем пур. Хĕрĕ ĕнтĕ пуçĕпех наукăна парăннă, производствăран инçе тăрать. Халăхсен туслăхĕн университетĕн- чен хĕрлĕ дипломпа, ун хыççăн аспирантурăран питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухрĕ. Юриспруденципе диссертаци хÿтĕ-лерĕ, наукăсен кандидатне хăйĕн тăван университетнех чĕнсе илчĕç. Н.Бадаева доцент студентсене вĕрентет, тăватă ют чĕлхе пĕлет. Пилĕк çул каялла РФ Президенчĕн грантне тивĕçрĕ.

 

Йăлтах çынсемшĕн

Çĕршыв экономикишĕн чи йывăр вăхăтра та заводра пĕр ĕç вырăнне те чакарман. Унтан та ытларах 1998-2018 çулсенче çĕнĕрен 434 ĕç вырăнĕ тума пултарнă. Ĕç условийĕсене лайăхлатнипе пĕрлех йăла, социаллă условисем пирки те манмаççĕ. Çурт-йĕр çавăрма, хваттер туянма, пурăнмалли лаптăксене анлăлатма процентсăр ссуда уйăрса параççĕ. Ĕç укçине уйăхра 2 хутчен тÿлеççĕ, паян кунччен, ытти çĕрте тахçанах манса кайнă 13-мĕш ĕç укçипе хавхалантараççĕ.

Ĕç хыççăн çăвăнса тасалма душ кĕмелли кабинăсем, пушă вăхăтра сывлăха çирĕплетме тренажер залĕ, кану пÿлĕмĕсем пур. Тĕп производствăна тытса тăма, производство лаптăкĕсене анлăлатма, технологи оборудованийĕсене çĕнетме çуллен укçа-тенкĕ сахал мар хываççĕ. Заводăн хăйĕн автопарк, фирма магазинĕсем, павильонсемпе киосксем пур. Ĕç тухăçлăхне ÿстересси, çынсен пурнăçне лайăхлатасси кунти ертÿçĕсемшĕн ялан малти планра тăнă. Професси ăсталăхĕсĕр ĕç тухăçлăхне ÿстереймĕн. Юлашки 10 çулта кăна ĕçрен татăлмасăр 106 çын ?12,5 процент% аслă професси пĕлĕвĕ илнĕ, хальхи вăхăтра та вуншар çын малалла вĕренет. Демографи ыйтăвне тимлĕхре тытаççĕ. Ача çуратакансене, ачапа ларакансене хавхалантараççĕ. Предприяти, ыркăмăллăх ĕçне хутшăнса, юлашки çирĕм çулта шкулсене, ача сачĕ-сене, больницăсемпе культура учрежденийĕсене, ветерансен организацийĕсене, инвалидсене, нумай ачаллă çемьесене, спортсменсене 30 млн тенкĕлĕх спонсор пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Елена Игнатьевна депутат укçине илмест, йăлтах ыркăмăллăх ĕçне ярать. Пысăк эффективлăхпа ĕçлекен предприяти унсăр пуçне республика бюджетне тултарма пулăшать, çуллен вуншар млн тенкĕлĕх налуксем тÿлет.

Иртнĕ çул «Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕ» тулли мар яваплăхлă общество хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Завод 300 ытла тĕрлĕ продукци туса кăларать. Тĕпрен илсен, ку çăкăр-булка, шушкăпа кондитер изделийĕ-сем. 2005-2019 çулсенче халăх валли 75452 тонна продукци ăсатнă, е, умĕнхи пилĕк çулпа танлаштарсан, 6636 тонна ытларах. Заводра 700 ытла çын вăй хурать. Елена Игнатьевна кашнине тенĕ пекех ятран-шывран пĕлсе тăрать. Коллектив ăна хисеплет, юратать, мĕншĕн тесен вăл хăй те çынна хисеплекен, çынсемшĕн тăрăшакан, ăслă, тĕрĕслĕхе юратакан, ырă чунлă, анчах çирĕп ыйтакан ертÿçĕ. Çынсем ун патне ĕçе кĕме черете çырăнаççĕ.

Кăçал тата тепĕр пысăк та ырă ĕçпе палăрчĕ Елена Игнатьевна. Вăл тăрăшнипе тата укçа-тенкĕпарса пулăшнине унăн тăван ялĕнче Çĕнĕ Ишпуçĕнче Çветтуй Георгий Победоносец ячĕллĕ чиркÿ уçăлчĕ. Елена Бадаевана Çĕнĕ Ишпуçĕнче чиркÿ тутарма икĕ çул каялла Варнава пил панă пулнă. Çĕнĕ чиркĕве Канаш тата Тăвай епископĕ Стефан сăвапланă, кунта пуçласа литурги ирттернĕ.

300 ытла çул каялла пуçланнă ялта пĕрремĕш хут чиркÿ чанĕн сасси янăрама тытăннă.

 

Ĕçне кура-хаклав

«Елена Игнатьевнана пĕрре курсанах унри ĕçченлĕхе, кăмăл çирĕплĕхне асăрхарăм. Çавăнпах пуль, тин туса пĕтернĕ 1-мĕш çăкăр эаводне йывăрлăхсенчен туртса кăларма пултаракан çынна шыранă чух тÿрех Бадаева кандидатури çинче чарăнтăм. Ун чухне йăнăшманшăн паян кун та савăнатăп». ?1976 -1991 çулсенче Чăваш АССР апат-çимĕç промышленноçĕн министрĕ Л.И.Вавилова 1999 çулта панă интервьюран%.

«Елена Игнатьевна Бадаева пек çынсем Раççейре те сахал. Ĕç коллективĕшĕн, предприятие çĕнетсе лайăхлатассишĕн вăл нимĕн те шеллемест, хăйĕн пĕтĕм вăй-халне парать, çынсен сĕтелĕ çинче чи кирли - çăкăр пултăр тесе тăрăшать. Шĕкĕр Турра, пирĕн хушăра та çавăн пек ертÿçĕсем пур. Ылтăн медаль - сирĕн коллектива тата Сире хăвăра чи тивĕçлĕ награда. Çирĕп пулăр! Сирĕн йыш пур енĕпе те маттур та илемлĕ! Тăван Чăваш Енре çавăн пек коллектив пурришĕн чунтан савăнатăп».

?РФ ялхуçалăх министрĕ, Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Н.В.Федоров 2014 çулхи августăн 6-мĕшĕнче Е.И.Бадаевана РФ ялхуçалăх министерствин ылтăн медалĕ-пе наградăланă чухне каланă сăмахран%.

«Елена Игнатьевна - пирĕн-шĕн телей, эпир унра çăлăнăç куратпăр»-теççĕ пĕрле ĕçлекенсем. Вăл хăйне пысăка хуманнине, чапшăн çунманнине, коллектива юратнине, уншăн тăрăшнине палăртаççĕ. 30-50 çул пĕрле ĕçлекенсем те пур. Вĕсем унпа пĕрле вутпа çулăм витĕр тухнă темелле.

Çапла вăрманти пысăках мар ялта çуралса ÿснĕ ĕçчен чăваш хĕрĕ хăйĕн ăс-хакăлне, кăмăл çирĕплĕхне пула республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те паллă çын пулса тăнă.

Поделиться:
Распечатать