1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 8 Май 2024 г.
19 декабря 2020 г. 20:14

Урамсенче тĕттĕм ан пултăр

Пирĕн районта обществăлла инфраструктура аталанăвĕн проекчĕсемпе ĕçленине те пĕлетпĕр-ха. Тăвай ен территорийĕнче кăçал пурĕ 34926,19 пин тенкĕлĕх 41 проекта пурнăçа кĕртес енĕпе тăрăшнă. Вĕсенчен пĕри - урамсенчи юпасем çине электроэнерги перекетлекен лампăсем вырнаçтарни.

Хĕллехи чи вăрăм каçсем хуçаланаççĕ халь таврара. Ирхине сакăр сехет валли ĕçе килнĕ чухне тĕттĕм, ĕçрен киле кайнă самантра та каç чаршавне карса ĕлкĕрет. Кун çутине курмастпăр, тесен те йăнăш мар çапла. «Йĕппе чиксен те куç курмасть»,-теççĕ ватăсем тĕттĕмлĕх пирки. Каçсем вăрăм тесе килтен тухмасăр лараймаççĕ-çке ĕнтĕ çынсем, ăçта та пулин кайса килмелли те пулать тата ытти те.

Тĕттĕмлĕх çынсене чăрмав ан кÿтĕр тесе районти ялсенчи тĕп урамсенчи юпасем çине электроэнерги перекетлеме май паракан лампăсем вырнаçтараççĕ. Иртнĕ кунсенче район центрĕнчи «Энергосеть» тулли мар яваплăхлă общество коллективĕ ĕçлерĕ ку енĕпе. Кунти электриксен ĕçĕсене чылайранпа Геннадий Игнатьевич Сергеев йĕркелесе пынă. Халĕ ку ответлăха унăн ывăлне Сергей Геннадьевича шанса панă.

Районти электриксен профессиллĕ уявĕ çывхарас умĕн хăйсен тивĕçĕсене лайăх шайра пурнăçлассишĕн тăрăшнине асăрхама тÿр килчĕ нумаях пулмасть.

-Саша, лампăна кăштах кунталла сиктер!-сĕнет «Энергосеть» ООО тĕп инженерĕ Георгий Владимирович Петров юпа çинчи электромонтера. Александр Сергеевич Васильев хăйĕн юратнă ĕçне йĕркене пăхăнса пурнăçлать.

Владимир Валерьевич Голяченко мастерпа Борис Владимирович Михайлов водитель ăна аялта пулăшса тăраççĕ.

-Каçхине Тăвай ялĕнчи урампа сехрене хăпартмасăрах уçăлса çÿреме пулать халь. Электролампăсене улăштарассине çывăх вăхăтра вĕçлетпĕр,-терĕç ăста арçынсем.

Поделиться:
Распечатать