1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 23 Апрель 2024 г.
26 декабря 2020 г. 16:49

Çĕнĕ çул саламĕсем!

Çĕнĕ çул çывхарса килет. Çавна май çывăх тăванăмсене, ырă чунлă çынсене хаçат урлă тав туса уяв ячĕпе саламлас тетпĕр. Куккин Тушкилте пурăнакан ырă та туслă ачисене Галина Семеновнăпа Елена Семеновнăна, Любовьпа Надежда Семеновнăсене, Канадăра пурăнакан Валентина Семеновнăна, Виталий Семеновичпа унăн мăшăрне Тамара Николаевнăна, куккин мăнукне Владислав Харитонова, Шупашкарта пурăнакан Евдокия аппан хĕрне Елена Александровнăна, Тушкилти Галинăпа Эльвира Николаевнăсене, хĕресна хĕрĕме Ольга Ивановнăпа унăн мăшăрне Виталий Александровича, Тăвайра пурăнакан Елизавета Михайловнăпа хресна ывăла Эдуард Юрьевича, Валерий Георгиевич хăтапа унăн ывăлне Евгений Валериевича, Александр Михайлова, Григорий Маковея, Владимир Андреева, Константин Степанова, Эдуард Семенова, Алексей Краснова, Глафирăпа Иван Соловьевсене, райбиблиотекăри ĕçтешĕмсене Людмила Николаевна Даниловапа Светлана Архиповна Сергеевана, культура ĕçченне Валентина Валеряновна Александрована, Зоя Алексеевна Иванована (Çăлпуç) тата ытти нумай-нумай çынна чун-чĕререн тав тăватăп, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, пурнăçра ыррине кăна сунатăп. Тавах сире пире манманшăн, йывăр вăхăтра ăшă сăмахсемпе чуна сипленĕшĕн. Эсир пурри пире ăшăтса тăрать, вăй-хал парать.

Тата тепĕр хут Çĕнĕ çул уявĕпе сире, пурнăçăр ăнса пытăр, сывлăхлă пулăр!

 Районти библиотекăсенче ĕçлесе пенсие тухнă Нина Николаевна Ивановапа унăн çемйи.

Поделиться:
Распечатать