1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
26 декабря 2020 г. 16:50

Олег Николаев пресс-конференци ирттернĕ

Декабрĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2020 çул итогĕсемпе пресс-конференци ирттернĕ. Журналистсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене регион ертÿçине видеоçыхăну урлă панă. Пресс-конференцие регионти, муниципаллă тата çавăн пекех федераллă массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăннă.

Пресс-конференци икĕ сехет ытла тăсăлнă. Çак вăхăтра Олег Николаев пĕтĕмпе 20 ыйтăва хуравланă. Журналистсем пандемипе кĕрешес, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисен тарифĕсем, граждансен тĕрлĕ категорийĕсене социаллă пулăшу парас, республикăри обществăпа политика лару-тăрăвĕ, Чăваш Ене малалла аталантарас тата ытти ыйтусене хускатнă. Вырăнти пĕлтерĕш- лĕ проблемăсене те асăнмасăр иртмен.

«Эпир паян чылай ыйтăва хускатрăмăр, вĕсенчен кашнинех эпĕ май килнĕ таран тÿррĕн те конкретлă хуравлама тăрăшрăм,—палăртнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. —Халăха хумхантаракан çакăн пек çивĕч темăсемпе калаçассине ÿлĕмрен те тăсмалла. Ку вăл малашлăх йышăнусем туса хатĕрлеме питĕ усăллă».

Юлашкинчен регион ертÿçи массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçтешĕсене пĕрлехи ĕçшĕн тав тунă тата вĕсене çитсе пыракан Çĕнĕ çулпа саламланă.

Поделиться:
Распечатать