1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
26 декабря 2020 г. 16:49

Пирĕн çыхăну çирĕпленсе пытăр

«Ял ĕçченĕ» хаçат район пурнăçĕпе унăн çыннисем çинчен аван çутатса пычĕ. Ялсенчи обществăлла корреспондентсем хаçатçăсене чылай пулăшрĕç вырăнти пичет кăларăмне пуян содержаниллĕ тума. Хальхи вăхăт- ра çынсем хăйсен шухăшĕсене электронлă майпа та пĕлтереççĕ. Компьютерпа пичетлесе редакцин электрон почти çине ярса параççĕ.

В.Лаврова (Мучар), Е.Матросовапа З.Григорьева, Л.Андреева, В.Сидоров (Тăрмăш), Е.Фомина (Нÿшкасси), В.Петровпа З.Васильева, Ю.Арестов, А.Ефимов, Г.Степанова (Енĕш Нăрваш), П.Никифоров (Ураскасси), В.Сергеев (Октябрь выççăлкки), Л.Михайлова, З.Иванова (Чутей), В.Горбунов, Н.Большова (Тĕмер), З.Филимонова, М.Петрова (Çĕнĕ Ишпуç), Л.Данилов (Сăхăтпуç), Т.Анисимова (Ямпулат), Н.Анисимова (Тенеяль), А.Иванов (Çăлпуç), Н.Георгиева (Тушкил), И.Кондратьев, Г.Соловьев (Кивĕ Пуянкасси), С.Шашкова (Кармал), Ф.Михайлов (Йăнтăрчă), А.Кириллов, В.Родина, А.Степанов, А.Янчин, Е.Михайлова, Л.Симушкина. Л.Данилова, А.Андреева, А.Алексеева, Л.Павлова, В.Федоров, О.Афонина, И.Скворцова, Т.Игнатьева, Д.Кузьмин, И.Соловьев, Н.Краснов, А.Федоров, А.Васильева, А.Чернов, В.Новикова, В.Александров, В.Пастухов, С.Порфирьева, Б.Борисов, Л.Фомина, Н.Иванова, О.Андреева, Л.Михайлова, Г.Михайлова, И.Зверева, О.Уткина, Т.Шакина (Тăвай), Г.Матвеева (Вăрмар), А.Иванов (Кĕтеснер), Р.Петрова (Шупашкар), Е.Виссаров (Канаш) тата шкулсенче пĕлÿ пухакан çамрăк корреспондентсем тĕрлĕ ыйту хускатрĕç хăйсен ал çырăвĕсенче, сĕнÿсем пачĕç. Вĕсем пурте тенĕ пекех хаçат страницисенче вырăн тупнă. Пирĕнпе туслă çыхăнăва татманшăн ялсенчи обществăлла корреспондентсене тав тăватпăр, çыхăну уйрăмĕсенчи почтальонкăсене, «Тăвайри кооператив» магазинĕсенче хаçат çырăнтарма пулăшакансене тата вулакансене малашлăхра çирĕп сывлăх, ăнăçусем сунатпăр. Вăкăр çулĕ коронавирус чирне хăваласа ятăр, пирĕн хушăри туслăх татах та лайăхлантăр, Çĕнĕ çул ячĕпе пурне те ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр.

«Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕ.

Поделиться:
Распечатать