1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
4 декабря 2020 г. 11:18

Ачасене — патриотла воспитани

2020 çул пирĕншĕн чăннипех те паллă самантсемпе пуян. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине Астăвăмпа Мухтав çулталăкĕ ятпа уявлатпăр.

"Асамат кĕперĕ" ача садĕн-че ĕçлекенсем хăйсен воспитанникĕсемпе пĕрле тĕрлĕ мероприятие, тĕслĕхрен, халăхсем хушшинчи «Астăвăм сачĕ» акцине хутшăнчĕç. Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче шкулчченхи учрежденире «Никама та манман, нимĕн те манăçман» ятпа тематика эрни иртрĕ. Тăван çĕршывăн историйĕ, совет салтакĕсен, çав шутра ентешсен, паттăрлăхĕ çинчен ачасемпе нумай калаçрăмăр. Патриотла темăпа фильмсем пăхрĕç, вăрçă çинчен сăвăсем каларĕç, виç кĕтеслĕ салтак çырăвĕсем хатĕрлерĕç.

"Фронтран виç кĕтеслĕ..." инсценировка хатĕрлесе выляса кăтартрĕç ачасем. Вăр-çă çинчен хывнă юрăсем çинчен аса илни те кăсăклă пулчĕ шăпăрлансемшĕн. Çав юрăсемпе салтаксене фронта ăсатнă, ирĕке кăларнă хуласенче кĕтсе илнĕ, юрăсемпе çапăçăва кĕнĕ, вĕсемех хуйха-суйха мантарма пулăшнă. Тăван çĕршыв историйĕн паллă датисене, совет халăхĕн фронтри, тылри паттăрлăхне çамрăксен пĕлсе ÿсмеллех. Телейлĕ малашлăхшăн, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пурнăçне шеллемен паттăрсене, вăрçăпа ĕç ветерансене асра тытма, хисеплеме, Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси — пирĕн таса тивĕç.

Поделиться:
Распечатать