1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
4 декабря 2020 г. 11:17

Амăшĕн ырă тĕслĕхĕ хавхалантарать

Тăвайри Ленин проспектĕнчи 54-мĕш çуртра çепĕç чунлă та пултаруллă, сăпайлă çынсем пурăнаççĕ. Ытларахăшĕ сывлăх сиплевĕнче вăй хунăран çак паха енсемпе палăрса тăнинчен тĕлĕнмеллиех çук пулĕ. Ытти профессисемпе çыхăннисенчен Владимировсен çемйин пуçарулăхĕпе тараватлăхне палăртас килет.

Çемье ăшшине, хăтлăхĕпе илемне упраканĕ, паллах, кил хуçи хĕрарăмĕ. Тăрмăш хĕрне Марина Анатольевнана (хĕр чухнехи хушамачĕ Антонова) мĕн ачаранах типтерлĕхе, тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Унтан та ытла ашшĕпе амăшĕ, юрă-кĕвĕре киленĕç тупнăскерсем, ачисенче те çак ăсталăха аталантарма вăхăтне шеллемен. Анатолий Сергеевич балалайкăпа лайăх каланă, юрланă. Вăл шкулта физкультура учителĕнче ĕçленĕ. Мăнаçлă та вăйлă саслă пулнă. Мăшăрĕ Роза Георгиевна кĕçĕн классен вĕрентекенĕн-че ĕçлесе канăва тухнă, каярахпа чун канăçне чиркÿре юрласа йăпатнă, унтан юрлакансене вĕрентсе йĕркелесе пыма пуçланă. А.Антонов кунта староста тивĕçĕсене пурнăçласа пынă, кĕлĕсенче юрлама та хутшăннă. «Юрлас ăсталăхĕпе профессионалсемпе пĕр шайра тăнă тесен те йăнăш пулмĕ»,—час-часах аса илсе хак параççĕ унăн пултарулăхне ялта.

Маринăн пĕрремĕш учителĕ Е.Н.Матросова хĕрача музыка шкулĕнче вĕреннине, хорсенче юрланине, конкурссене хутшăннине аса илчĕ. Марина Анатольевна — Чă-вашэнерго Кăнтăр электричество сечĕсен производство уйрăмĕн техникĕ. Çемье пуçĕ Александр Петрович — Канаш хулинчи пушар чаçĕн водителĕ. Шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ, ачисене пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлсе, малашлăхри ĕмĕт-тĕллевĕсене пурнăçлама шанчăк парса ÿстереççĕ. Мăшăрĕн аллисем çыпăçуллă. Улянкăри ашшĕ-амăшĕн çуртне пăхса тăраççĕ, юхăнтарма памаççĕ. Ялти пĕрлехи ĕçсенче те куратăн туслă çемьене.

Кил хуçи хĕрарăмĕ темĕн тума та пĕлет. Çыхать, хĕрĕсем вĕçĕм чăвашла иртекен конкурс-фестивальсене хутшăнннăран наци эре- шĕсене те тĕрлеме вĕренсе çитрĕ пулĕ. Тутлă юр-варне те хĕлле валли çителĕк-лех хатĕрленĕ. «Чăваш апат-çимĕçĕ» номинацире нихăçан та поварсене ятарласа пĕçерттернĕ кукăль- пÿремечпе, шăрттан таврашĕ- пе усă курмаççĕ, пĕтĕмпех çемйипе пĕçерсе хатĕрлеççĕ.

Канмалли кунсенче ытларах ялта ирттереççĕ пулин те, «Аль» физкультурăпа спорт комплексне кайма вăхăт тупаççех. «ГТО нормине пурнăçлама хатĕр» ятпа иртнĕ çемьесем хушшинчи тупăшура кăçал 2-мĕш вырăн йышăннă. Паллах, тĕрлĕ енлĕ дисциплинăра лайăх балл пухасси пĕр хатĕрленмесĕр, тренировкăсем тумасăр пулмасть ĕнтĕ. Кĕлетке пиçĕхлĕхĕ фитнес клуба çÿренинчен те килет пулĕ. Çемье тренировкин расписанийĕ те пур вĕсен. «Çăмăл хускануран кăткăсси çине куçса пымалла»,— лăпкăн сăмах хушать çемье пуçĕ Александр Петрович.

Владимировсен çемйинче амăшĕн ăшшине, ашшĕн тĕрекне, аслисен ырă тĕслĕх- не туйса çитĕнекен ачасем пурнăçра хăйсен вырăнне тупма вĕренсе ÿсни куçкĕрет. Аслă хĕрне Лильăна районти çамрăксенчен чылайăшĕ паллать ĕнтĕ. Тăвайри вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Халĕ Шупашкарти культурăпа искусство институчĕн 3 курс студентки. Вăталăххи Екатерина та аппăшĕ пекех стипендиат пулнă. Кĕçĕнни, 5 класри Елизавета та, аслисенчен юлмасть. Иртнĕ уйăхра республикăри çамрăк финансистсен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çак кунсенче вара «Тайна» ансамбльпе Владимирти наци фестивалĕнче 1 степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Вăл та аппăшĕсем пекех музыка шкулĕнче ăсталăхне туптать. Шупашкар, Хусан, Мускав, Анапа, Пенза... Ăçта кăна кăтартман пулĕ Владимировасем пултарулăхне хăйсен ушкăнĕпе.

Лилия «Тăвай пики — 2019» конкурсра чи маттурри пулса район чысне республикăра хÿтĕлерĕ. Ашшĕ-амăшĕ, çывăх çыннисем, юлташĕсем хĕр пĕрчине хавхалантарма шурă Шупашкара кайни халĕ те куç умĕнчех. «Наци çи-пуçне çĕлеттерсен тата хамăр енчи эрешсене те хушса тĕрлерĕмĕр,— тенĕч- чĕ 3 ача амăшĕ. — Хĕрсемпе ĕçленĕ майăн тĕрлĕ темăпа калаçу хускататпăр».

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă «Чувашия в сердце моем» республикăри конкурсра «Театр пултарулăхĕ» номинацире Владимировасене çитекенни пулман. Чăваш юррисен «Мехел» телеконкурсра, «Жемчужинки Чувашии», «Тăван ен» тата ытти регионсенчи, пĕтĕм Раççейри фестиваль-конкурссенче юрă-кĕвĕ ăсталăхĕпе пĕрре кăна мар республика чысне ăнăçлă хÿтĕленĕ. Виçĕ хĕрĕ те — «Тайна» ансамбль солисткисем. Çĕнтерÿ, ытти пысăк уявсенче сцена çинче пĕртăвансем юрланине куракансем пушшех хапăл йышăнни ашшĕпе амăшне мĕнле савăнтармĕ-ха? Сăмахăма спортри çитĕнÿрен пуçланă майăн çемьере пурте бассейна çÿреме юратнине, шывра лайăх ишнине палăртса хăварас килет.

—Марина Анатольевна, хăвăр та хитре, уçă саслине палăртрĕ пĕрремĕш вĕрентекенĕр. Сцена çинче юрланине вара курман,— тетĕп.

—Çемье уявĕсенче, çывăх çынсене пĕрле саламлама пухăннă чух ятарлă программăсене хатĕрлеме ачасемпе пĕрле хутшăнатăп, хĕрсене ытти хуласенчи конкурссене ăсатнă чух хам та пĕрле кайнăнах туятăп. Укçи-тенкине те, вăй-халне те шеллеместĕн ун пек чух,— кăмăллăн хуравларĕ вăл.

—Тавах, аннемĕре, пире юрă-кĕвĕ асамлăхĕпе туслаштарнăшăн. Юрă пирĕн пурнăçа илемлетет, аннен ырă чун-чĕри, ăшă кăмăлĕ вăй-хал парса тăрать,— тет Владимировсен аслă хĕрĕ Лилия.

— Эпир те хуть хăçан та аннене çумра туятпăр,— савăнăçне пĕрле пайларĕç Катьăпа Лиза та.

Поделиться:
Распечатать