1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
4 декабря 2020 г. 11:14

Çамрăксен чемпионачĕ

Кăçал çамрăк шахматистсемшĕн те çăмăлах мар вăхăт пулчĕ. Питĕ шел, республика турнирĕсене çÿреймерĕмĕр. Уйрăмах, «Шурă ладья» турнира каяйманни çамрăк шахматистсен кăмăлне хуçрĕ. Унта хутшăнма «путевка» çĕнсе илнĕччĕ. Коронавирус чирĕ пире ура хучĕ. Апла пулин те ДЮЦри çамрăк шахматистсем пач та пуçа усмаççĕ. Малалла пысăк вăй-хăватпа талпăнаççĕ. Иртнĕ кунсенче кăна шахматпа ДЮЦăн чемпионачĕ пулса иртрĕ. Уйрăмах хĕрачасем савăнтарчĕç ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене.

—Акă, çĕнĕ ятсем,—терĕ центр директорĕ Лина Гурина,—çĕнĕ чемпионкăпа призерсене саламланă май. —Виççĕмĕш «а» класра вĕренекен Дарья Кондратьева — çĕнтерÿçĕ, çавăн пекех çав класри Милана Исаева — иккĕмĕш, 2 «а» класра вĕренекен Валерия Федорова — виççĕмĕш вырăнсенче. «Çĕнтерÿ патне ăнтăлса» грамотăна çĕнсе илме пултарнисем хушшинче: Анна Даниловапа Снежана Карпова тата Карина Алькина. Вĕсем пирĕн патăрта кăна мар, шкулта та пысăк ăсталăхпа вĕренеççĕ. «Мăнаçланатпăр та сирĕнпе, савăнатпăр та»,—терĕ юлашкинчен Лина Павловна.

Чăн та, пысăк маттурсем Дарья Кондратьевапа Милана Исаева. Вĕсен шахмат енĕпе пуласлăхĕ пысăк! Вĕсем дебюта (вăйă пуçламăшне) кăна мар, эндшпиле те (вăйă вĕçлевне) çивĕч ăсталăхпа выляççĕ. Тен, пулас спорт мастерĕсем кунтах... Арçын ачасем хушшинче чăннипех хĕрÿ кĕрешÿ иртрĕ. Пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене çаксем йышăнчĕç: Тимофей Михайлов (7 класс), Артем Иванов (6 класс) тата Леонид Филиппов (5 класс). Виççĕшĕ те пĕр пек, 14-шар очко, пухма пултарчĕç. Пĕр-пĕрин хушшинчи партисем никам та çĕнтерейменнипе вĕçленчĕç. Вĕсен ăсталăхĕ пирки каланă май, виççĕшĕ те çак иртнĕ пилĕк çул хушшинче Тăвайри турнирсенче кăна мар, зонăра Канаш хулин чемпионĕсем ятне çĕнсе илме пултарчĕç. Шахматпа та, шашкăпа та! «Çĕнтерÿ патне ăнтăлса» грамотăна çĕнсе илнисем хушшинче — Владислав Николаевпа Святослав Алькин, Николай Алексеевпа Кирилл Кондратьев, Павел Алексеевпа Глеб Васильев.

Çакна та каласа хăварас килет, Дарьяпа Кирилл Кондратьевсем, Николайпа Павел Алексеевсем, çавăн пекех Артемпа Андрей Ивановсем, Леонидпа Егор Филипповсем, Владиславпа Станислав Николаевсем, Иванпа Глеб тата Тимур Васильевсем, Валерияпа Елизавета Федоровсем, Аннăпа Степан Даниловсем — пĕр тăвансем! Вĕсем килĕсенче ялан пĕр-пĕринпе тата ашшĕ-амăшĕпе савăнсах выляççĕ. Çавăнпа та вĕсен çитĕнĕвĕсем пысăк! Аслисем ДЮЦпа çыхăну тытсах тăраççĕ, пырсах çÿреççĕ. Сăмах май каласан, Кирилл Кондратьевпа Глеб Васильев тата Станислав Николаевпа Ярослав Захаров улттăсенче кăна-ха. Шахматла выляс енĕпе маттуррисем!

Çамрăк шахматистсене «Шурă ладья», шашкăлла вылякансене «Тĕ- лĕнтермĕш шашка» турнирĕсем кĕтеççĕ.

Поделиться:
Распечатать