1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
4 декабря 2020 г. 11:15

Медальсемпе чысланă

Тăрмăш тăрăхĕнчен Афган вăрçине чылайăн хутшăннă. Иртнĕ çул совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 30 çул çитнĕ ятпа ветерансене, активистсенчен чылайăшне çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе хастар хутшăннăшăн асăнмалăх юбилей медалĕсем парса чысланă.

Тăрмăшри клубра çак кунсенче тепĕр 3 çынна медальсем панă. Вĕсен шутĕнче — Е.Г.Игнатьев (Мус-кавра вахта мелĕпе ĕçлет), В.А.Конов (Ленин ячĕллĕ хуçалăх водителĕ), Н.В.Кондратьев (Хунав ялĕнчен, 1984 çулта Тăрмăшра вăтам шкул пĕтернĕ). Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вероника Николаева, Канаш хулипе ра-йонĕнчи Афган вăрçин ветеранĕсен Союзĕн представителĕсем салтак-ветерансене награда илнĕ ятпа ăшшăн саламланă, ырлăх-сывлăх суннă, малашне те çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе активлă хутшăнасса шанса тăнине пĕлтернĕ. Сăмах май, кăçал Вероника Васильевна хăй, В.Г.Сидоров таврапĕлÿçĕ, музей активисчĕ "За активную позицию и патриотизм" обществăлла медале тивĕçнĕ.

Поделиться:
Распечатать