1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Апрель 2024 г.
4 декабря 2020 г. 11:21

Тăрăшуллă аппаратчица

Тăвай енри «АККОНДМОЛОКО» тулли мар яваплăхлă общество тă-ваттăмĕш çул ĕнтĕ тĕрлĕ сĕт продукципе тивĕçтерет çынсене. Районта кăна мар, республикăра пурăнакансем те кăмăллă пирĕн сĕт, хăйма, тăпăрч, кефир, пиçнĕ турăх, бифидок тата ытти продукци пахалăхĕпе. Лайăх кăтартусемпе палăрать тăтăшах коллектив.

Кунта Ирина Петровна Дмитриева аппаратчица тÿпи те пысăк. Вăл 2006 çулта «Акконд-агро фирма» обществăн коммерци уйрăмĕн сутуçинче тăрăшма пуçланă. Каярахпа вара харсăр хĕрарăма ответлăрах ĕç шанса панă, сĕте сивĕтессипе тата пастеризацилессипе тăрăшакан аппаратчица тивĕçĕсене туса пыма сĕннĕ. Çанă тавăрса ĕçе пуçăннă И.Дмитриева. Ял хуçалăхĕн тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен уявĕнче ăна Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса хавхалантарнă (сăн ÿкерчĕкре). Ял хуçалăх специалисчĕсене паракан патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пурнăç усло- вийĕсене лайăхлатнă Дмитриевсем. Данил ывăлĕпе Дарья хĕрĕ амăшне килти тĕрлĕ ĕçсене туса пулăшаççĕ.

Поделиться:
Распечатать