1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 19 Апрель 2025 г.
4 декабря 2020 г. 11:19

Волонтерсене — ăшă сăмах

Пĕтĕм тĕнчери ырă ĕç тăвакансен кунне çуллен раштав уйăхĕн пиллĕкмĕшĕнче уявлаççĕ.

Юнкун район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайлов Екатерина Юрьевна Осокинана, Никита Валерьевич Егорова, Александра Михайловна Иванована, Марина Николаевна Иванована, Оксана Юрьевна Соловьевана, Кристина Анатольевна Михайлована районăн обществăлла пурнăçĕнче активлă тăрăшнăшăн Тав çырăвĕ парса чысланă.

—Тăвай енри çамрăксем яланах хавхаланулăхпа, ыр кăмăллăхпа, пулăшма хатĕр пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Коронавирус инфекцийĕ сарăлнă вăхăтра шăпах эсир аслă ăрурисемпе пулăшу кĕтекен çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтеретĕр. Паян кунта пирĕн чи активлă, çирĕп тĕллевлĕ, ответлă, волонтерсем. Эпир сире шансах тăратпăр, эсир яланах пулăшасса кĕтетпĕр, сирĕнпе мухтанатпăр,—тесе саламланă Владимир Борисович. Вĕрентÿ пайĕн начальникĕн О.Ломоносовăн ăшă сăмахĕсене те хапăлласах йышăннă волонтерсем.

«Çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕ» республикăри учрежденин методисчĕ А. Кушева ЧР ырă ĕç тăвакансен юхăмне мĕнле аталантарнипе паллаштарнă, волонтерсен ĕçне тимлĕх уйăрнăшăн район администрацийĕн пуçлăхне тав тунă.

Поделиться:
Распечатать