1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
20 февраля 2020 г. 14:00

Сутă та тăваççĕ, хаçат та çырăнтараççĕ

Елена Николаевна Алексеева — Кивĕ Пуянкассинчи сутуçă, нумайранпа «Тăвайри кооператив» потребобществăн куллен кирлĕ таварсен лавккинче тăрăшать. Хăй вăл Çăлпуç хĕрĕ пулнă, Тăвайри вăтам шкулта, ун хыççăн заочно йĕркепе Шупашкарти кооператив техникумĕн- че вĕреннĕ. Çавăнпа паян кун та райпо системинче вăй хунинчен тĕлĕнмелли çук. Пурнăçăн пысăк пайне суту-илÿ ĕçне чунне панă вăл, Раççей Федерацийĕн Центросоюзăн Хисеп грамоти таранах тивĕçнĕ. Потребкоопераци ветеранĕ шутланать. Райпо цехĕнче çĕвĕçре ĕçлени те, вырăнти ял Советĕнче бухгалтер тивĕçĕсене пурнăçлани те пулнă-ха. Анчах унăнне лавкка ĕçĕ ытларах ăша выртать. Çавăнпа вăл куллен лавккана васканине питĕ ăнланмалла.

Чуна выртакан ĕç хăйне те, çынсене те çăмăллăх кÿрет. Кашнине тарават кĕтсе илме хăнăхнă вăл. Ăшпиллĕ те ĕçчен хĕрарăм, тÿрĕ кăмăллă та сăпайлă. Çапла хак параççĕ ял çыннисем ăна. Потребобществăн кадрсен пайĕн ĕçченĕ Валентина Николаевна та ырласа каларĕ ун пирки. Ăшшăн калаçни те, тавар туянакана сума суни те, хăйне пысăка хуманни те, кашни тавар хăй вырăнĕнче, куç умĕнче пулни те кăмăла каять çынсене. Елена Николаевна Оксана Валерьевна Семеновапа пĕрле сутă тăвать юлашки çулсенче. Оксана заведующи халĕ. Елена Николаевна хăй сĕннĕ ăна. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме тăрăшаççĕ. Çакă вăл ĕçшĕн те, хăйсемшĕн те лайăх, паллах. Анчах эпĕ кашнинчех Елена Николаевна сменинче пырса тухрăм кунти лавккана. Унăн тараватлăхне кура мĕн те пулса туянмасăр тухса утма аван маррине те туйса илтĕм. Ялтилле Лена та Лена теççĕ лавккана япала туянма пынă çынсем. Пĕрне тивĕçтерет таварпа, те- пĕрне. Çакна сăнарăм: хăшĕ-пĕ- ри чунне уçса та калаçасшăн сутуçăпа, çавăнпа кăштах тытăнса юлаççĕ ыттисенчен.

Кивĕ Пуянкассинчи лавкка ăнăçлă ĕçлекеннисенчен пĕри шутланать. Тавар çаврăнăшĕ пысăк кунта. Халăха тĕрлĕ таварпа тивĕçтернипе пĕрлех сĕт те, пахчаçимĕçпе эмел курăкĕ-сем те пухаççĕ.

—Сĕт куллен 300—400 литр таранах пухăнать,—терĕ Елена Николаевна.

Хам та курнă-ха, сăмахран, таврари паллă купăсçă Игорь Кузьмин ирхине хăйĕн кÿршипе пĕрле лавккана сĕт пама васканине. Харпăр хăй килхуçалăхĕн-чен сĕт чи нумай паракан çынна та асăнчĕ сутуçă. «Павел Иванович Федоров»,—терĕ. Ытти хăш-пĕр çынсен ячĕ-хушамачĕ-сене те палăртмасăр хăвармарĕ. Елена Николаевнасем хăйсем те сĕт параççĕ килĕн- чен, — ĕне усраççĕ. Надежда Ниловна Краснова, Маргарита Алексеева вара пахчаçимĕç çуллен нумай хатĕрлесе параççĕ. Çитмĕлсенчи Домна Сергеевна Павлова эмел курăкĕсем пухса савăнтарать,—терĕ.

Тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç-рен те пăрăнмаççĕ сутуçăсем: лавкка урлă альтернативлă майпа «Ял ĕçченĕ» хаçат çырăнтараççĕ çуллен. Пĕлтĕр 26 çын кăмăл тунă район хаçатне кунтан илсе тăма, кăçал — 28-ăн. Ку енĕпе те тăрăшаççĕ çынсемшĕн. Тавах вĕсене пĕрлехи ĕçшĕн.

Ĕç пĕтсен килне çитме, Елена Николаевнан утмалăх пур: унăн ял витĕр тăсăлакан Ленин урамне вĕçлесе тепĕр урама кĕмелле. Хуçалăхĕ çирĕп Алексеевсен. Юлашки çулсенче пÿртне аслăлатрĕç, веранда хушса турĕç, çивиттине те çĕнетрĕç. Юрий Степановичпа, нумайранпа çемьеленсе, килĕш-терсе пурăнаççĕ. Мăшăрĕн ал-ури ăста, республика тулашне ĕçлеме çÿрет. Мăшăрĕпе хĕрĕ, Олеся, электромеханика енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕренпе Мускав облаçĕнче Солнечногорск хулинче пурăнать. Станислав та ĕçлеме çÿресе пурнăçне йĕркелет. Туслă çемье. Чылай ĕçе пĕрле тăваççĕ. Мăшăрĕн амăшĕ, тăхăрвуннăсенчи Августина аппа та, айккинче тăмасть вĕсенчен.

Поделиться:
Распечатать