1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
13 марта 2020 г. 8:00

Пултарулăхĕ иксĕлми

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине анлăн уявлатпăр. Тăвайсемшĕн вара тепĕр юбилей — район йĕркеленнĕ-ренпе 85 çул çитрĕ. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашри культура çуртĕнче паллă пулăмсем ячĕпе «Тăванлăх çулĕпе пĕрле утар-и?» уçă фестиваль иртнĕ. Унта ялсенчи пултарулăх коллективĕсем, уйрăм юрăçсем хутшăннă. Инçетри хăнасенчен Сĕнтĕр-вăрри районĕнчи «Илем» халăх ансамблĕ, Шуршăлти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем пулни тăванлăхпа чăвашлăх уявне чăннипех илем кÿнĕ, пуянлатнă. Юрлас, ташлас енĕпе, сăмах, сцена ăсталăхĕпе тата ытти номинацисенче çĕнтернисене дипломсем панă. Çăварни кунĕ пулнă майăн волонтерсем пыллă икерчĕпе, сиплĕ курăксенчен вĕретнĕ чейпе сăйланă уява килнисене. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе пай ертÿçи Оксана Кириллова та уяв вĕçленичченех пĕрле савăннă, ырлăх-сывлăх, пултарулăха ÿстерсе пыма, çĕкленÿллĕ кăмăл суннă. Çак проектăн авторĕсенчен пĕри ялти халăх театрĕн режиссерĕ Зоя Васильева пулнă. Вăл чăвашлăха упрас, ял халăхне канма хăтлă условисем туса парас тесе ырми-канми тăрăшакан районти чи харсăр культура ĕçченĕсенчен пĕри.

З.И.Васильева мартăн 10-мĕ-шĕнче Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисен марафонĕн пĕрремĕш уявне хутшăнма тÿр килнишĕн чăннипех савăннине пĕлтерчĕ. «Чăваш Енĕн пуян историне, халăхĕн наци хăйне евĕрлĕхне, республикăпа, районсенчи паллă ентешсемпе мăнаçланнине тĕпе хурса йĕркеленĕ çак уява. Унăн пĕлтерĕшĕпе шухăшне палăртакан тĕп сăмах «Пĕрле» сăмах пулни яр-уççăн палăрчĕ унта. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев уявра «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе — 100 çул» юбилей медалĕ- пе пирĕн ентеше Вера Кузьминична Кузьминана пĕр-ремĕш чыслани те чуна пырса тиврĕ,— хумханса каласа пачĕ Зоя Ивановна.— 100 çулхи юбилей регион, район ят-сумне çĕклеме пулăштăр, тĕрлĕ ăрăвăн асĕнче юлтăр тесе хамăр патăмăрта та тĕрлĕ ĕçсем йĕркелеме палăртса хунă, хăшне-пĕрне пурнăçланă та ĕнтĕ».

Малаллахи сăмахăм 2019 çулхи Театр çулталăкĕ пирки пулчĕ. Иртнĕ çул енĕш-нăрвашсем чăн-чăн культура марафонне пуçарса ячĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Республикăри культура министерствин «Театр на все времена» проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ «Тĕнчере çĕр тĕрлĕ кĕнчеле» шоу-программăпа районти ялсенче пулнă. Кунта вырăнти çыравçăсен хайлавĕсем пысăк вырăн йышăннă. Патăрьел районĕнчи ялсенче те кăтартнă ăна. Çапла икĕ районти сцена ăстисем пĕр-пĕрин опычĕ-пе, пултарулăхĕпе паллашни ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртме май парать. Пĕлтĕрхи çулла Кемĕр облаçĕнчи Прокопьевски районĕ 95 çул тултарнă ятпа халăхсем хушшинчи «Туссемпе пĕрле» наци культурисен фестивальне Тăвайри культура ĕçченĕсен «Тивлет» ушкăнĕпе Зоя Васильевапа ĕçтешĕсем те хутшăннă. Тăвайсем Çĕпĕр чăвашĕсемпе, унти ентешлĕхпе тахçантанпах çыхăну тытаççĕ. Республика кунне уявлама килмессерен унти «Хĕлхем» ансамбль районти ялти культура çурчĕсенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарать. Пĕрлехи мероприятисем хатĕрлесе ирттерни халăхсен хушшинчи пĕрлĕхе вăйлатма, авалхи пуян культурăна, чĕлхене, йăла-йĕркесене упраса хăварма, малалла аталантарма ырă витĕм кÿрет. Çакăн пек пĕрлĕхре çĕршывăмăр çирĕпленсе пырать ĕнтĕ.

Тăвайри культура çурчĕн фойинче «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ-сем» хисеплĕ ята тивĕçнисен сăн ÿкерчĕкĕсен стендне выр-наçтарнă. Вĕсенчен виççĕшĕ — Енĕш Нăрвашран. Пĕри — ялти музей заведующийĕ Владимир Петров, унтах культура пурнăçне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă Николай Шутовăн сăн ÿкерчĕкĕ. Шел те, кун-çулĕ чире пула ытла та ир татăлнă унăн. Вăл ертсе пынă коллектива республика тулашĕн-че те лайăх пĕлнĕ. Курăмлă ĕçсемшĕн сцена ăстисен ушкăнĕ халăх театрĕ ята тивĕçнĕ. Пушкăртра, Çĕпĕрте, Тутарта, Чĕмпĕр облаçĕнче кĕтнĕ хăнасем пулнă. Чăвашсене çутта кăларнă И.Яковлев çуралнă Кăнна Кушки ялĕнче хапăл кĕтсе илнĕ вĕсене. «Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ, Енĕш Нăрвашри чăвашсен пĕчĕк драма театрĕ тесе хакланă пулăттăм халĕ вĕсен ĕç-хĕлне»,—тет Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зоя Васильева. Çак хисеплĕ ята 2018 çулта тивĕçнĕ вăл. Шутовсен ĕçне малалла тăсса театра юратакансенчен пултаруллă ушкăн чăмăртама пултарнă.

Театр çулталăкĕнчи тепĕр проектне вара, «Шурă юр çинчи кĕл чечексем» ятлăскерне, шăпах Николай Андреевича халалланă Нăрвашри халăх театрĕ. Ытларах Н.Шутов вылянă спектакльсенчи сыпăксемпе паллаштарнă сумлă мероприятие пухăннисене.

Ăçта кăна çитмен, мĕн чухлĕ спектакль куракан умне кăларман пулĕ Нăрваш артисчĕсем? Пĕр конкурсран та Тав хучĕ-семсĕр таврăнман. Театр ĕçĕпе кăна çырлахмасть Зоя Васильева. Районта, республикăра иртекен фестиваль-конкурссенче куратăн харсăр хĕрарăма. Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ пултарулăх ушкăнĕсем те çи- тĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Иртнĕ уйăх пуçламăшĕнче, акă, Тăвайри культура çуртĕн-че Астăвăмпа мухтав çулталăкне уçма хастар хутшăннă. Ун хыççăн Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă «Тăван халăхăн иксĕлми çăлкуçĕ» фольклор фестивалĕ Енĕш Нăрвашра ăнăçлă иртнĕ. Районти пултаруллă фольклор ушкăнĕ-сем, ăста юрăçсем, маттур ал-ĕç ăстисем хутшăнса, халăха чăваш юрри-ташшипе савăнтарнă, тĕрлĕ уявсен йăли-йĕркине сăнласа кăтартнă. Пĕрлехи вăйпа чăннипех асра юлмалли чăвашлăх уявĕ йĕркеленĕ тăвайсем çапла.

Ветерансен «Тĕпел» ушкăнĕ кÿршĕллĕ ялсене те концертпа çула тухать. Тинтерех Сăхăтпуçĕнче ăшшăн йышăннă, иртнĕ çул Патăрьелĕнче шăрантарнă вырăнти чăваш юррисене. «Пучах» агитбригада ĕç коллективĕ-сенче яланах кĕтнĕ хăна. Кушкăри ваттисен çуртĕнче канлĕх тупнă ветерансене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ Нăрваш артисчĕ-сем. Çĕнĕ çул уявĕнче «Ваттисен пиллĕхне манар мар» программăпа пулнă вĕсем патĕнче. Ку пархатарлă ĕçе шкул ачисене те явăçтараççĕ. Галина Русская ачасене юрлама, ташлама вĕрентет. Зоя Мижеева тата Екатерина Кузнецова ертсе пыракан «Веселые петельки» кружокра çамрăк ăстаçăсем ал ĕçне вĕренеççĕ. Халăх йăли-йĕркине упраса хăварас, несĕлсен тымарне çухатас мар тесе хăйсен тÿпине хываççĕ «Тĕпелçĕ-семпе» «Сарпи» фольклор ушкăнĕ. Тăван халăхăн культурине, йăли-йĕркине, чăвашлăха упрама çамрăк ăрăва явăçтарас тĕллевпе клуб çумĕнче «Путене» ача-пăча театр студийĕ, «Хĕвелчĕк» ташă ушкăнĕ ĕç-леççĕ. «Саймалçăсене» вара республика шайĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Ытларах Тăвай енре çуралса ÿснĕ авторсен юррисене кĕртетпĕр эпир концертсен программине. Петр Павловăн, Геннадий Масленниковăн, Анатолий Кирилловăн тата ыттисен юррисене куракансем тулли кăмăлтан йышăнаççĕ,» — палăртса хăварчĕ Зоя Ивановна.

Культура çурчĕ çумĕнче йĕр-келеннĕ ушкăнсене пĕр чăмăра пĕтĕçтерме ăсталăх та, тÿсĕмлĕх та, халăхпа ĕçлеме пĕлни те кирлĕ. Халăх театрне илес пулсан, ертÿçĕ тилхепине З.Васильева шанчăклăн та çи- рĕппĕн тытса пыни куçкĕретех. Зоя Ивановна ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Светлана Михайлова ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ. Пĕр мероприятирен те юлмасть юрра-ташша ăстаскер. Усрава илнĕ ачисем те амăшĕпе пĕрле концертсенче юрлаççĕ, спектакльсенче выляççĕ.

Культура çуртĕнче ĕçлекенсем республика пĕлтерĕшлĕ ĕç-пуçа анлăн, çÿллĕ шайра ирттерни çинчен чарăнса тăни те вырăнлă пулĕ. Акă, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреатне Алексей Майраслов скульптор-монументалиста халалланă «Чăваш туйăмĕ сирĕнте ан чактăр, таса чун-чĕрепе чăваш калаçтăр!» фольклорпа этнографи фестивалĕ халĕ те ял çыннисен, Алексей Петровичăн çывăх çыннисен асĕнчех. З.Васильева режиссер, юрăç кăна мар, çыравçă та вăл. Хăй кĕвĕленĕ юррисемпе пĕрре кăна мар конкурссен лауреачĕ пулнă. «Килтĕм хăнана», «Эс те, эс те ман тăван», «Эй, хей çумăр çу», «Килсе курма васкарĕ», «Кумма», «Килтĕм-килтĕм хăнана» тата ыттисем чăвашрадиопа та, телевиденипе те янăраççĕ, çепĕç юррисем чун-чĕрене хускатаççĕ, хавхалантараççĕ. Уйрăм дисксем те кăларнă.

Театр коллективĕн маларахри çулсенчи ĕçĕсем пирки те кăсăкланса ыйтса пĕлтĕм Зоя Ивановнаран. Коллектив Н.Айзманăн «Шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ» пьеси тăрăх лартнă постановкăпа халăх театрĕсемпе драма коллективĕ-сен «Мухтав ахрăмĕ» фестивальне хутшăнса 4 номинацире дипломсем çĕнсе илнĕ. Киров хулинчи пĕтĕм Раççейри фестивале Нăрваш артисчĕсем «Эпир чăвашсем, чăвашах пуласшăн!» сценарипе (авторĕ З.Васильева) хутшăннă, наци культурине упрас тата аталантарас ĕçри çитĕнÿсемшĕн панă чи пысăк чыслава — ятарлă Гран-прине тивĕç пулнă. Сумлă жюри ялти халăх театрĕн режиссерĕн ăсталăхне уйрăммăн палăртса хăварнă. Вырăнти çыравçăсен ĕçĕсене те куракан патне çитерме тăрăшаççĕ сцена ăстисем. Тĕрлĕ çулсенче А.Суханăн (Никитинан) «Çĕнĕ ĕмĕрти хуняçа», «Ватти çук та латти çук» (ачасен театр студийĕнче «Пĕчĕк хÿтĕлевçĕсем»), М.Арестован «Судьба» постановкисем те вырăн тупнă репертуарта. З.Ва-сильеван «Пенси укçи мыскари» кулăшне курнă хыççăн залра ларакансенчен хăшĕсем хăйсене палласа илнĕ тесе калани те тĕрĕсех пулĕ. Ара, чăн пурнăçран илет-çке хайлавсен сюжечĕсене автор.

Зоя Ивановнана «ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ» хисеплĕ ятпа чысланă, Чăваш Республикин пуçлăхĕн Тавне тивĕçнĕ, ытти Дипломсемпе хисеп хучĕсем те чылай пухăнннă. Виçĕмçул конкурс итогĕ-семпе «Чăваш Республикинчи чи лайăх культура ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.

Енĕш Нăрваш ялĕнчен культурăпа искусство çыннисем нумайăн тухнă. Раççейĕпех паллă художниксем, скульпторсем, артистсем, çыравçăсем... Артистсем çинчен сăмах пуçарсан, СССР халăх артистне Вера Кузьминична Кузьминана ăшшăн аса илет. Ача чухнех хăйне вăл вылянă рольсенче курнă. Ун пекех пысăк сцена çине тухас ĕмĕт тĕвĕленнĕ. 97 çулта та сцена çинчен çынсене савăнтарать пирĕн ентеш. Вера Кузьминична яла килес-тăвас пулсан унпа тĕл пулса калаçма васкать Зоя Ивановна. Вăл уншăн ачаран идеал пулнă-çке.

Зоя, уçă саслăскер, шкулта вĕреннĕ чухнех концертсенче юрланă. Ашшĕпе амăшĕ çумне ларса вĕсем юрланине итлеме юратнă, пĕрле ĕнĕрлесе ларнă. Хаçатпа та çыхăну тытнă хĕрача. Улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне «Ял ĕçченĕ» хаçата ятне кăтартмасăр Данилова хушаматпа (унăн хĕр чухнехи хушамачĕ) «Артист пуласшăн» ятлă заметка çырса янă. Материалĕ пичетленсе тухсан юлташĕсем авторĕ кам пулнине тÿрех тавçăрса илнĕ. «Пирĕн Зоя çырнă ăна»,—тенĕ пурте.

Культура ĕçченĕ пулас ĕмĕт хĕре Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине илсе çитернĕ. Професси алла илсен тăван тăрăха хавхаланса таврăннă. Çамрăксемпе концертсемпе çÿренĕ, театр ĕçне вăйлатса янă. Енĕш Нăрвашри пек халăх театрĕ халĕ районта Тăвай ялĕнче кăна. Шăпи çине ÿпкелешмест Зоя Ивановна. Юратнă ĕç, сцена, яланах хапăл йышăнакан куракансем, çумра ăнланакан мăшăр, çын хушшинче хисеплĕ ачисем. Культура ĕçченĕн тĕрлĕ çĕре тухса çÿреме тивет, халиччен мăшăрĕнчен пĕрре те ÿпкев сăмахĕ илтмен. Хĕрпе ывăлне пурнăç çулĕ çине тăратнă. Хĕрĕ медучилищĕрен вĕренсе тухнă. Икĕ ача амăшĕ. Канашри врач практикин офисĕн медсестри Олеся Владимировна кăçал халăх сасăлавĕ тăрăх «Чи лайăх медсестра» ята, çак кунсенче ЧР сывлăх сыхлав министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Ывăлĕ Василий Владимирович та Канашрах професси пĕлĕвĕ илнĕ. Халĕ чукун çул çинче ĕçлет.

Тăвай енре Зоя Ивановна хăйĕн ĕçĕпе тахçанах пысăк авторитет çĕнсе илнĕ. Районта пысăк пĕлтерĕшлĕ культура ĕç пулăмĕ иртнĕ чух З.Васильева яланах пулăшма хатĕр. Юнашар шанчăклă ĕçтешсем — Галина Русская, Вячеслав Ефимов, Зоя Мижеева, Екатерина Кузнецова, Арина Алексеева пĕрле чухне ĕçсем ăнăçса пыраççĕ.

Паянхи кун Зоя Васильевана Енĕш Нăрвашран тухнă паллă культурăпа искусство çыннисен ĕçне сумлăн малалла туса пыраканĕ тесе калани вырăнлă пулĕ.

Поделиться:
Распечатать