1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 20 Октябрь 2020 г.
20 марта 2020 г. 9:57

Чутейри «Кĕтне шевлисем»

Чутей ялĕнче çĕнĕ культура керменĕ уçăлнăранпа икĕ çул ытла ĕнтĕ. Ялти халăхшăн уçă варкăш çитрĕ тейĕн. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.П.Куклов тăрăшнипе час-часах Шупашкар артисчĕсем килсе çÿреç-çĕ. Нумаях пулмасть Сĕнтĕр-вăрринчен «Çавал» ушкăн пулса хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерсе те савăнтарса хăварчĕ. Икĕ сехет çурă пычĕ концерт. Уява пуçтарăннă халăх килелле тулли кăмăлпа саланчĕ.

Çĕнĕ культура учрежденийĕ çумĕнче «Кĕтне шевлисем» ансамбль йĕркеленчĕ, унăн ăсталăхĕ ÿссех пырать. Ялта пурăнакансене кашни уяврах тĕрлĕ ташă-юрăпа, мыскарапа килентерни те çакна яр-уççăн çирĕплетет. Çĕнĕрен çĕнĕ юрă, ташă парнелеме тăрăшать хĕрсен ушкăнĕ. Çавăнпа репетицисене тăтăшрах пуçтарăнма тивет. Теприсем шÿтлеме те пăхаççĕ: «Эсир кашни кун ĕçе кайнă пекех çÿ- ретĕр-çке клуба»,—теççĕ. Унсăрăн мĕнле пултăр.

Кăçалхи паллă пулăмсем ячĕпе — Аслă çĕнтерĕвĕн 75 çул, Чăваш автономине йĕркеленĕренпе — 100 çул, Тăвай районĕ 85 çул тултарнине халалласа уйрăм программа хатĕрлесшĕн. Ытти ялсене çитсе курас ĕмĕтпе пурăнать ушкăн. Çĕнĕ çулччен кÿршĕллĕ тутар ялĕнче Хучсанта пулчĕ ансамбль. Аванах йышăнчĕç чăвашсен пултарулăх ушкăнне. «Илемлĕ кĕвĕллĕ юрăсем юрласшăн эпир, тарăн шухăшлă, кăмăл-туйăма хускатаканнисем пулччăр вĕсем. Юрăсенче вĕт çыннăн пурнăçĕ, шухăш-ĕмĕчĕ, савăнăçĕ, юратăвĕ, кулянăвĕ палăрать-çке»,—теççĕ «Кĕтне шевлинчи» хĕрсем.

Клуб заведующийĕ Наталья Тимофеева — аслă пĕлÿллĕ специалист. 2013 çултанпа культура ĕçĕнче. Алина Волкова илемлĕх ертÿçин ĕçне пĕлтĕр кăна пуçăннă-ха. Хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçлать. Юрă-ташă хусканăвĕсене вĕрентет. Çыхать, бисерпа тĕрлĕ ĕç ăсталать, ыттисене хăнăхтарать çак пултарулăха.

Воля Волкова та ушкăнри хастарсенчен пĕри. Клубра 8 çула яхăн вăй хунă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вара 37 çул унăн. Людмила Белкова Тăвай больницинче 15 çул тăрăшнă, Чутейри офисра 4-мĕш çул санитаркăра ĕçлет халь, Канашра медсестрана вĕренсе тухнă. Галина Уездная 2005 çултанпа тирпейлÿçĕ ĕçĕнче, ялти администраци çурчĕсене тирпей-илем, тасалăх кÿрсе тăрать. Ольга Чайкина хуçалăхра весовщицăра тăрăшать. Зинаида Иванова шкулта 36 çул кĕçĕн класс ачисене ăс панă, халĕ тивĕçлĕ канура, общество ĕçĕнче хастарлăх кăтартса, ыттисене хавхалантарса пырать. Валентина Куприянова 2006 çултанпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ. Светлана Шамбулина вара кунта ертсе пыракан специалист-эксперт ĕçне пурнăçласа пырать. Елизавета Шамбулина 38 çул колхозра вăй хунă, халĕ — канура. Алли-ури ăста, унăн ĕçĕсенчен час-часах куравсем йĕркелеççĕ культура çуртĕнче. Людмила Михайлова 30 çул шкул ачисене вĕрентнĕ, халĕ пенсие тухнă, мăнукĕсемпе савăнать.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе пултарулăх ушкăнĕ ялта концерт кăтартнă.

Поделиться:
Распечатать