Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче район хаçатĕнче пичетленсе тухнă «Кун-çулĕ пархатарлă, ĕçĕсем мухтавлă» статьяна (авторĕ Л.Данилова) вуласа тухсан, 70-мĕш çулсем куç умне яр-уççăн тухса тăчĕç.
Асăннă çулсенче, çу уйăхĕн вĕçĕнче, шкул ачисене районти, унăн тулашĕнчи, çавăн пекех тĕрлĕ хуласенчи паллă вырăнсене экскурсие илсе каятчĕç. Пире те, Сăхăтпуç шкулĕнче вĕренекенсен пĕр ушкăнне, çуллахи каникул умĕн Чÿкçырминчи 8 çул вĕренмелли шкулти музее илсе килнĕччĕ. Çак инçе çула çурранах утса тухнă ачасене шкул директорĕ В.Ф.Демидов хăй кĕтсе илнине, унтан тĕрлĕ экспонатсемпе пуян музейăн пÿлĕмĕсем тăрăх курав ирттерме тытăннине, тем вăхăтран унăн хĕрĕ, Ирина ятлăччĕ пулас, пырса тухнине, малалла пире вăл ертсе çÿренине паянхи пекех астăватăп.
Анчах статьяна вуласа тухсан, йывăр шухăшсем пуçа канăç памарĕç. Авторăн шкулпа тата унти музейпе çыхăннă пулăмсене иртнĕ вăхăтпа çыхăнтарса çырса кăтартма тивнĕ.
2004 çулсенче шкулсен реструктуризацине ирттерме пуçланă юхăм пысăк чыспа сума тивĕçнĕ шкулсен шăпине тĕппипех хуçса хуни кунта куç кĕретех ĕнтĕ.
Хальхи вăхăтра, ялсем ватăлса пынă майăн, аваллăхри тата ун хыççăнхи пурнăçа, вăл вăхăтри пулăмсене сăнласа, упраса хăварасси кашни ялти музейăн тĕп тĕллевĕ пулмалла, вĕсене пĕтерме мар, йĕркелесе яма тăрăшмалла. Историе кĕрсе юлнă нумай пулăмсене малашнехи пурнăçра музейсенче кăна курма, вуласа пĕлме май пуласси çинчен хальлĕхе чылайăшĕ ăнлансах та каймасть-ха.
Сăхăтпуçĕнчи шкулта хăй вăхăтĕнче йĕркеленнĕ историпе краеведени музейĕн шăпи те çакнах кăтартса парать. Районти чи пĕрремĕш музей, 1947 çултах йĕркеленнĕскер тата шкул çуртĕнче сакăр пÿлĕмре вырнаçнăскер, хальхи вăхăтра пĕр пÿлĕмре çеç хăйне валли «хăтлăх» тупнă. Вырăн çитменнипе экспонатсем урайĕн- че выртнипе те, пĕр-пĕрин çине пăрахнипе те çырлахнă.
Кашни ялăн, кашни музейăн, кашни экспонатăн хăйĕн кун-çулĕ, хăйĕн историйĕ. Пĕр музейри экспонат, тен, тепĕр музейшăн пит пĕлтерĕш- лех те мар пулма пултарать. Тĕслĕхрен, Сăхăтпуç му- зейĕнче упранакан туй кÿ-минех (свадебная карета) илĕпĕр. Хăй вăхăтĕнче ăна республикăри наци музейне илсе каясшăн пулнă. Анчах та вăл — Сăхăтпуçне Пуянкасси ялĕнчен вăрçă инваличĕн, фронтовикĕн Н.П.Головинăн амăшне качча илсе килнĕ кÿ-ме. Паянхи кун Евдокия (шел те, ашшĕ ятне астумастăп) пурăннă вырăнта мăнукĕн ачи хăйĕн йышлă çемйипе пурăнать. Тепĕр экспонат — мăшăр йывăç пушмак. Çак пушмакпа ял çыннин Питруков Иванăн, 1877 çулта вырăс патшалăхĕпе Турци (русско-турецкая война) хушшинче иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче тыткăнран тарса килнĕ çыннăн, шăпийĕ çыхăннă.
Кашни япала хăйĕн вăрттăнлăхĕпе иртнĕ ĕмĕре каялла тавăрать, унăн историне аса илме хистет. Куç умне тутăхса кайнă пысăк çăра лекни те çавнах çирĕплетсе парать пулĕ тетĕп. Çăра çинче çичĕ шăтăк, ăна уçма çичĕ çăра уççи кирли те, çав вăхăтрах кун пек çăрасем пуян çынсен çеç пулма пултарни те пĕлтерĕшлĕ. Мул-тупрана шанăçлă упрамашкăн усă курнă пулĕ вĕсемпе, ампарсемпе кĕлетсене питĕрсе илсе. Шăпах çавăн пек хуралтăсем ларатчĕç эпĕ астăвасса хальхи вăхăтра Малтикас урамĕн-че Н.Г.Романова пурăнакан кил-çурт вырăнĕнче. Тĕреклĕ хуçалăхра тулли кĕлеткеллĕ пуян — ватă кинемей хăйĕн кун-çулне пĕчченех кунлатчĕ, Мĕкĕте матки тесе чĕнетчĕç ăна. Çапла Сăхăтпуç ялĕнче тахçан пуян та паллă музей пулни çинчен халĕ 1994 çулта Канашран килнĕ телевидени ĕçченĕсем хатĕрленĕ видео-репортажа интернетра курса çеç киленсе, пăхса ларма май пур. Çав вăхăтрах 2011 çулта Шупашкартан килнĕ радиопа телевидени журналисчĕсем Сăхăтпуçĕнчи юхăнса çитнĕ музейăн малашнехи шăпи çинчен каласа паракан видеокурава пăхсан чун хурланать. Паянхи çамрăк ăрăва аслă ÿсĕмри çынсен, асатте-асаннесен пархатарлă кун-çулĕпе вĕрентсе ÿстерме май килменрен, вĕсен чун пуянлăхĕ чухăн та хавшак пулса юлнин сăлтавне хамăрта кăна шырамалла.
Умра хыçлă пукан çине тĕреклесе хунă, çĕршер ачана вĕрентсе кăларса янă вĕрентекенсене халалласа йĕркеленĕ стенд çинчен, çирĕп кăмăллă та ăшă куçсемпе пăхакан сăнарсем тем каласшăн пулнă пек тинкереççĕ. Стендпа юнашарах, урайĕнче, шурă тĕслĕ баян ларать. Вăл мана вĕрентнĕ пĕрремĕш учителĕн — Анна Петровна Ильинан баянĕ. Хитре вылятчĕ вăл унпа. Яланах пире фермăна унта ĕçлекенсене юрă-кĕвĕпе савăнтарма илсе çÿретчĕ.
Тавах сире, пуриншĕн те — вĕрентнĕшĕн, ăс пухма пулăшнăшăн. Шел, сирĕнтен нумайăшĕ, Валентин Федорович пекех, илтмест ĕнтĕ манăн сăмаха. Анчах шанас килет, сирĕн çутă сăнарăрсем яланах ентешсен асĕнче юласса. Ырă çын каять, ыр ят юлать, теççĕ халăхра.