1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
5 марта 2020 г. 8:00

Ĕмĕрне сывлăх сыхлавĕнче ирттерет

Пирĕн районти сыватупа про- филактика учрежденийĕсен йышне 72 койка-вырăнлă (22-шĕ кăнтăрлаччен пулмалли вырăн) больница, сменăра 200 çын йышăнакан поликлиника, 12 вырăнлă 6 врач амбулаторийĕ, стационарăн килти икĕ вырăнĕ, поликлиникăри пĕтĕмĕшле практикăллă врачăн уйрăмĕ, 18 ФАП кĕрет. Сывлăх сыхлавĕнче 218 çын ĕçлет, çав шутра 29 врач (26-шĕ тĕп больницăра) 118 медицина сестри тата тĕрлĕ ĕç-сене пурнăçлакан 71 çын. 2019 çулта Тăвайри тĕп больница 495730 тенкĕлĕх оборудованипе инвентарь илнĕ.

Тăвай ен çыннисем ытларах юн çаврăнăш чирĕпе аптăранипе пурнăçран уйрăлаççĕ иккен. Асăннă сăлтава пула пĕлтĕр 93 çыннăн (38,5 процент) чĕри тапма чарăннă, виçĕмçул — 70 çыннăн (34,3 процент).

Районти медицина ĕçченĕ-сен харсăрлăхĕпе паллашма, çак кунсенче пирĕн пата Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Степанов килнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе тата Тăвайри больницăн тĕп врачĕпе Татьяна Игнатьевапа пĕрле вĕсем сывлăх хуралĕнче тăрăшакансен ĕç укçийĕ, коммуналлă тÿлевсем пирки ыйтусем хускатнă, кадрсем çитменнине те палăртнă.

—Пирĕн больницăра карантин кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланнă, сипленекен çынсемпе хутшăнассине чакартăмăр чир-чĕр сарăласран сыхланса. Паянхи куна пурĕ Тăвай енри 51 çын сиплев учрежденийĕнче выртса тĕрлĕ процедурăсем витĕр тухать, 41-шĕ — терапи уйрăмĕнче.

Эпир чирлессинчен пăрăнса иртме пултаратпăр. Хамăрăн алăра пирĕн сывлăх. Çавăнпа пурин те сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, пирус туртмалла мар, эрех-сăра таврашĕ-пе иртĕхме юрамасть. Таса апат çимелле, вăй-хал ĕçне пурнăçламалла, уçăлса çÿремелле. Çапла майпа вара чир-чĕр пуçланма пултаракан вăхăта каяраха хăварма пулать,— районти сывлăх сыхлавĕнчи лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ Татьяна Дмитриевна.

Виççĕмĕш хутра вырнаçнă терапи уйрăмĕ. Тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать кунта, ăшă. Ирхине тăхăр сехет çитеспе чирлĕ çынсем çăвăнса тасалнă, укол тутарнă, эмел ĕçнĕ, апатланнă, коридор тăрăх çÿрекенсем те пур. Хăш-пĕри сывлăх сунса иртет.

—Вера Сергеевна пур-ши?—интереслентĕм сĕтел хушшинче питĕ тимлесе çыракан Инесса Егорова медсестраран.

—Пурччĕ-ха. Киле каймасть та тейĕн вăл, хĕрĕх çул ытла ĕнтĕ ыттисенчен малтан çитет больницăна, ĕç тумĕ тăхăнсанах пациенчĕсем хăйсене мĕнле туйнипе интересленме пуçлать,—хуравларĕ çамрăк хĕрарăм.

—Епле çĕр каçрăр, мĕнле туятăр хăвăра?—текен ыйтупа пуçларĕ ирхи тишкерĕве терапи уйрăмĕн заведующийĕ Вера Семенова.

—Сывалса пыратпăр эсир пулăшнипе,—хуравларĕç тăх-хăрмĕш палатăра выртакансем. Паллашрăмăр, Зоя Морозова, Раиса Автина, Людмила Львова процедурăсен курсĕ-пе кăмăллă, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмлă. Пĕринпе ăшшăн калаçрĕ обходра çав кун Вера Сергеевна, теприн юн пусăмне виçсе пăхрĕ, виççĕмĕшĕн пĕверĕ мĕншĕн ыратма чарăнманнипе кăсăкланчĕ. Вăхăт самаях иртет çапла, чĕре мĕнле тапнине те итлесе пăхмалла, чирлекенсене лăплантарма та пĕлмелле, тивĕçлĕ сĕнÿсем памалла тата ытти те. Нумайранпа сывлăх сыхлавĕнче тимлесе хисепе тивĕçлĕ пулнă Алексей Николаевич Чернов неврологпа пĕрле тĕрĕслеççĕ вĕсем çапла палатăсенчи çынсене. Иккĕшне çăмăл мар, хăйсен йышне тепĕр специалист хушăнасса шанаççĕ.

Обход вĕçленсен ординатор пÿлĕмĕ умĕнче кĕтекенсене те вăхăт уйăрчĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Вера Семенова, сывлăхшăн малашне те çапла тимлеме сунса ăсатрĕ вĕсене.

Медицина ĕçченĕн тĕрлĕ хут, документ çырмалли тапхăр пуçланчĕ кĕçех. Çав вăхăтра хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарма та пултарчĕ.

Удмурт республикинчи Селтынск районĕнчи Шаклей ятлă ялта 1952 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче служащисен çе- мйинче çут тĕнчене килнĕ иккен вăл, вырăсла сăпайлăн пуплет хĕрарăм.

—Пирĕн ялта хăйĕн ĕçне питĕ юратакан фельдшер ĕçлетчĕ. Манăн та ун пекех хисеплĕ специалист пулас килетчĕ,—калаçăва малалла тăсать шурă халатлă работник.

Ижевскри патшалăх медицина институтне çул тытнă вара вăл 1969 çулта. «Сиплев ĕçĕ» факультетран 1975 çулта аслă пĕлÿ илсе тухнă. Чăваш Республикинчи Канаш хула больници çумĕнчи интернатурăра пĕр çул ĕçлесе вĕреннĕ.

Харсăр çамрăк специалиста 1977 çулта пирĕн районти тĕп больницăна ĕçлеме янă. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултаракан Вера Сергеевнана тепĕр çултанах коллектив ĕçне йĕркелесе пыма шаннă. Ертÿçĕсен сĕнĕвне тÿрре кăларнă харсăр хĕрарăм, паянхи кунччен сывлăх сыхлавĕнче пуçарулăх кăтартать.

Чи аслă категориллĕ врача «СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» Знакпа, СССР Президиумĕн Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе тата ытти наградăсемпе чысланă, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят панă.

Пурĕ 43 çул хăйĕн сăваплă ĕçне çÿллĕ шайра пурнăçласа пырать В.Семенова врач.

Мăшăрĕпе, Владимир Ивановичпа, икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Елена сывлăх сыхлавĕнчи ĕç династине малалла тăсать. Ольга — экономист. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Куç тулли мăнукĕсем савăнтараççĕ халь Семеновсене.

—Хăвăрт иртет пурнăç, хĕрĕх ытла çул хыçа юлчĕ те ĕçлеме пуçланăранпа. Врач — професси кăна мар, эпир тытса пыракан пурнăç йĕрки те, терапевт вара — чун туртăмĕ, Турă шанса панă пархатар.

Çынсене манăн, чи малтан, сывлăх пирки куллен шухăшлама сĕнес килет. Упрăр хăвăра, çитĕнÿсем патне ăнтăлăр,—шухăшне вĕçлерĕ Вера Сергеевна.

Пĕлĕвне ÿстерекен курсра та тăтăшах пулать аслă категориллĕ врач. Чăваш Республикин 100 çулхи юбилейне пысăк хавхаланупа кĕтсе илет районăн харсăр çынни, кăмăллă ĕçтешĕсемпе юнашар ĕçлеме май килнĕшĕн шăпине тав тăвать.

Поделиться:
Распечатать