1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
5 марта 2020 г. 12:00

Районти хастар хĕрарăм-ертÿçĕсем

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн район делегацийĕ «Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ» обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ Т.Иванова ертсе пынипе «Хĕрарăм-лидер — 2020» республикăри конкурса хутшăннă. К.В.Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕнче иртнĕ вăл.

Чăваш енри хуласемпе районсенчи 35 хĕрарăм «Хĕрарăм — çулталăкĕн чи лайăх ертÿçи», «Чи лайăх çамрăк ертÿçĕ», «Ялти хĕрарăм-предприниматель», «Çемье ĕçĕ» номинацисенче çĕнтернĕ е малти вырăнсене йышăннă.

Вĕсене Чăваш Республикин хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ А.Федорова тата «Чăваш Енри ашшĕсен Канашĕ» граждансен обществине йĕркелессипе тимлекен республикăри организаци- йĕн председателĕ А.Мурыгин тивĕçлĕ наградăсем панă, çитĕнÿсемпе саламланă.

Кăçал район чысне «Централизациленĕ клубсен системи» учреждени директорĕ А.Алексеева, «Дента-М» стоматологи тулли мар яваплăхлă общество директо- рĕ В.Майраслова, Тăвай районĕнчи çамрăксен правительствин председателĕ А.Николаева хÿтĕленĕ.

Арина Юрьевна 2004 çулта ĕçлеме пуçланă Тăвайри культура çуртĕнче. Методистра, районти культурăллă программăсен дирекцийĕн ертÿçинче, культура çурчĕн директорĕнче тăрăшнă. Тăвай енри пур культура çуртне те пĕрлештерекен «Централизациленĕ клубсен системи» учрежденин директорĕнче вăй хурать халь А.Алексеева. Вăл районта ачасемпе çамрăксен коллективĕ-сене йĕркеленĕ. Районти çамрăксен массăллă мероприятийĕсене, шоу-программăсене чылайăн хутшăнаççĕ вĕсем, районти культура çурчĕн сцени çинче тĕрлĕ ăрури çынсем валли республика артисчĕ-сем пурнăçлакан программăсене çулсерен йĕркелеççĕ.

Валентина Владимировна «Ден-та-М» стоматологи обществин директорĕн тата врачĕн тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçласа пырать. Паянхи кунпа килĕшÿллĕ стоматологи пÿ- лĕмне шăлсене сыватма тата протез тума кирлĕ оборудованисемпе, материалсемпе тивĕçтернĕ. Унăн кĕçĕн хĕрĕ, Любовь Анатольевна, амăшĕн профессине суйласа аслă пĕлÿ илнĕ, «Дента-М» обществăра тăрăшать, çемье бизнесне аталантарать.

Алена Игоревна Тăвай районĕн-чи çамрăксен правительствине 2017 çултанпа ăнăçлă ертсе пырать. Федераци тата регион шайĕсенче ÿсĕмсем тăвать.

Конкурса пĕтĕмлетнĕ хыç-çăн «Хĕрарăм — çулталăкри чи лайăх ертÿçĕ» номинацире А.Алексеева III степеньлĕ Диплома тивĕçлĕ пулнă. «Çемье ĕçĕ» номинацире В.Майраслова, «Чи лайăх çамрăк ертÿçĕ» номинацире А.Николаева палăрнă, вĕсене сертификат панă.

Поделиться:
Распечатать