1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 27 Ноябрь 2024 г.
10 апреля 2020 г. 17:00

Хÿтĕленмелли чи лайăх мел — килте ларни

«Изоляци режимне тăсрăмăр, муниципалитетсен хушшинчи çыхăнăва чакартăмăр, Шупашкара тата Çĕнĕ Шупашкара кĕнĕ çĕрте тĕрĕслев ĕçне пурнăçлатпăр. Инфекци сарăласран сыхланса пирĕн специалистсем сĕнекен мерăсене çирĕп пăхăнмалла. Ку гигиенăна та, çынсем урамра, общество вырăнĕсенче пулмаллине чакарассине те пырса тивет»,— тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев.

Чăваш Енре коронавируспа чирлекенсен шучĕ ÿснине кура ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ытларикун инфекци сарăлассипе кĕрешмелли мерăсене тата та вăйлатрĕ. Вăл республикăри лару-тăрăва сăнасах тăрать, çав-çавах вирус анлă сарăлас хăрушлăх çук мар.

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Ене ытти регионтан килнĕ çынсен 14 кун ниçта тухмасăр килте лармалла. Кунсăр пуçне республика çыннисен унччен йышăннă мерăсене пăхăнмалла: килтен сăлтавсăр тухмалла мар (ĕçе каякансене пырса тивмест, çывăхри лавккана тухса кĕме, çÿп-çап тухса пăрахма юрать), йытăпа уçăлма тухсан 100 метртан аяккарах кайма юрамасть. Шел те, çынсем килте лармаллине пĕлеççĕ пулин те йĕркене пăснă тĕслĕхсем пур. Пĕр çамрăк, сăмахран, йыттипе уçăлма тухсан, ки- лĕнчен 100 метр аяккарах кайма юраманнине пĕлсе тăрсах, çирĕп режима пăхăнман. Ун тĕлĕшпе протокол çырнă. Олег Николаев çынсем килте лармалли мерăсене мĕнле пăхăннине çирĕпрех тĕрĕслеме хушнă.

Республикăра муниципалитетсен хушшинче пассажирсене илсе çÿрессине те чакарнă: автобуссем 5-9, 12-14 тата 17-21 сехетсенче çеç рейса тухаççĕ. Кунашкал лару-тăрура йĕркене пăсса пассажирсене илсе çÿрекенсем те тупăнаççĕ. Ку вара хăрушă: тен, çав водительпе коронавируспа чирлĕ çын ларса каять? Олег Николаев ЧР Транспорт министерствине тата ШĔМ ĕçченĕсене çакна тĕрĕслесе тăма хушнă.

Ĕнерхи кун тĕлне Чăваш Енре чир ернисен шучĕ 34 çынна çитнĕ. Çав шутран 15-шне апрелĕн 9-мĕшĕнче тупса палăртнă, вĕсенчен иккĕшĕ — çул çитмен çамрăксем. Маларахах тупса палăртнăскерсем самоизоляцинче пулнă, вĕсен тесчĕсен кăтартăвĕсене кĕтнĕ — халь коронавируспа чирли çирĕпленнĕ. Чи малтан тупса палăртнă çын сывалнă ĕнтĕ, ăна больницăран кăларнă.

Поделиться:
Распечатать