Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче Патшалăх Думине янă Çыравĕнче Конституцине улшăнусем кĕртмеллине асăннăччĕ. Тÿрлетÿсем пирки хальлĕхе пăнчă лартман. Пĕтĕм Раççейри халăх шухăшне тĕпчекен центр ыйтăм ирттернĕ.
Специалистсем çĕршывра пурăнакансенчен Тĕп Саккунăн чи пĕлтерĕшлĕ улшăнăвĕсем пирки ыйтнă. Ыйтăма хутшăннисен 95: медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тата унăн пахалăхĕпе çыхăннă тÿрлетÿсене асăннă. 92: — пенсие индексацилессишĕн.
Палăртса хăвармалла: пенсие çулталăкра пĕр хутран кая мар обязательнăй майпа индексацилемелле. Çавăн пекех ыйтăма хутшăннисем социаллă пулăшусемпе, Раççей çут çанталăкне сыхласа хăварассипе çыхăннă тÿрлетÿсене палăртнă.