1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
17 апреля 2020 г. 11:10

Çирĕп пăхăнмалла

Тĕнчере коронавируспа чирлекенсен шучĕ икĕ миллионран иртнĕ. Раççейре те инфекциллĕ çынсен йышĕ пысăкланса пырать. Чăваш Енре апрелĕн 16-мĕшĕ тĕлне инфекци ернисем 126 çын пулнă. Пирĕн пĕчĕк Тăвай районĕн кăтартăвĕ вара республикăра чи пысăкки: çак хăрушă чирпе 20 çын чирлĕ пулни анализсем тăрăх çирĕпленнĕ. Иккĕшĕ — Мускавран, ыттисем çĕршыври урăх регионтан килнĕ. Пурте район çыннисем. Вĕсене инфекци стационарне сипленме хунă.

Мĕнле пĕтĕмлетӳ тумалла-ха çакăн хыççăн? Района çĕршывăн ытти регионĕсенчен килекен çынсене тĕрĕслессине вăйлатмалла. Чи малтанах вĕсен хăйсен е тăванĕсен çакăн çинчен ял тăрăхне пĕлтерсе хумалла. Унта вĕсене шута илсе пыраççĕ. Ялти медицина ĕçченĕсен те вĕсем çинчен пĕлсе тăмалла. Хăй тĕллĕн изоляцире пулмалли йĕркене пăхăнса урăх регионтан, хуларан килекенсен 14 кун ниçта та тухма юрамасть. Ыттисемпе хутшăнасран сыхланса, вĕсене уйрăм пӳлĕме е пушă çурта вырнаçтарма тăрăшмалла. Кунта санитарипе гигиена нормисене çирĕп пăхăнни кирлĕ. Уйрăм савăт-сапапа, ытти хатĕрсемпе усă курмалла.

Чир паллисем пулсанах, чи малтанах ӳт температури хăпарса кайса чакманни, типĕ ӳслĕк пулни, апат тутине пĕлменни, тӳ-рех 112 номерпе васкавлă пулăшăва шăнкăравламалла, харпăр хăйĕн сипленме тата больницăна кайма юрамасть. Медслужбăна киле чĕнсе илмелле.

Тепĕр хут асăрхаттарса, каласшăн, харпăр хăйне тата ыттисене чир ересрен хӳтĕлесе килтен ниçта та тухмалла мар.

Пурин те сывлăш çулĕсене хӳтĕлекен маскăсемпе усă курмалла, урамран кĕрсен, ытти çынпа хутшăннă хыççăн алла супăньпе, ятарлă хутăшсемпе çумалла. Кирлĕ чухне аптекăна е лавккана каймалла пулсан, 1,5-2 метртан çывăхарах пымалла мар дистанцие пăхăнмалла.

Самоизоляци режимĕ çинчен пĕлетăркачах чирлĕ çынсем ирĕккĕнех юлташĕсемпе, ытти çывăх çынсемпе хутшăннине мĕнле ăнланмалла? Вĕсене пула ыттисен сывлăхне сиен кӳр-сен е пурнăçĕ татăлсан пысăк штраф пама пултараççĕ.

Ĕçрен вăхăтлăха хăтарнине хăнана, уявсене çӳремелли вăхăт тесе йышăнмалла мар. Çакă вăл — хăрушă эпидеми сарăласран хӳтĕленме йышăннă профилактика мери. Хăш-пĕрисем изоляци режимĕ çине пӳрне витĕр пăхни шухăшлаттарать. Çавăнпа районта пурăнакансене коронавирус ересрен хӳтĕленсе килте ларма чĕнсе калас килет.

Çакă вăл хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен сывлăхне упрани те, чирлĕ çынсене сыватас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хуракан тухтăрсемпе ытти медицина работникĕсен ĕçне хисеплени-çăмăллатни те.

Эпидемине халĕ чармасан кайран тата та йывăртарах килĕ. Çакă вара палăртнă мерăсене кашни çын яваплă пурнăçланипе тӳрремĕнех çыхăннă.

Поделиться:
Распечатать