1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 5 Май 2024 г.
17 апреля 2020 г. 10:10

Мăнкун уявĕнче

Христос чĕрĕлнĕ Аслă кун — Христос тĕнне ĕне-некенсемшĕн тĕп уяв. Кăçал вăл ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче тÿр килет, пĕр эрне тăсăлать.

Чылайăшĕ Мăнкун çимĕçне чиркÿре кĕлĕ туса сăваплаттарать. Кăçал вара ĕненекенсен апла тума май килмест, çĕршывра инфекци чирĕ сарăлса пынă вăхăтра килтен тухма юрамасть.

Мăнкун кашни çулах урăх вырсарникуна лекет. «Христос чĕрĕлнĕ, Христос чĕ- рĕлнĕ, Христос чĕрĕлнĕ!», — тесе пĕлтереççĕ çынсем пĕр-пĕрне.

Иисус турă чĕрĕлни — пурнăç пуçласа вилĕме çĕнтерни.

Мăнкунра çĕнĕ япала тăхăнмалла.

Ĕне сĕт нумай антартăр тесен Мăнкун çăкăрне чи малтан ăна çитермелле.

Уяв сĕтелĕнчи апат-çимĕç юлашкине пăрахмалла мар (çăмарта хуппи, шăмă тата ытти те). Ăна çын çÿремен вырăна чавса чикмелле.

Ыхра шултра çитĕнтĕр тесен, Мăнкунри çăмарта хуппине çав лаптăка чавса чикмелле.

Мăнкунра вилекен тÿрех çăтмаха каять, теççĕ.

Мăнкун каçĕнче çăлран шыв ăсса килмелле. Унпа пÿлĕм-сене пĕрĕхтермелле, уйрăмах ача-пăчанне. Çапла туни усал вăя хăвалама пулăшать.

Мăнкун эрнинче çуралнă ача сывă, ăслă çитĕнет.

Мăнкун эрнинче сăра-эрех виçесĕр ĕçме юрамасть.

Поделиться:
Распечатать