1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
17 апреля 2020 г. 8:09

Пурăнать ялта ветеран

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин чуна çӳçентерекен кĕрлевĕ шăпланнăранпа кĕçех 75 çул çитет. Çав хăрушă вăрçă, этемлĕх асне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнăскер, мĕн чухлĕ нушапа терт, инкекпе асап, юн тата куççуль, вилĕм кӳмерĕ-ши çынсене? Пĕчĕкки-пысăккине пăхмарĕ, ватти-вĕттине шеллемерĕ, пин-пин ял-хулана вутра кĕллентерчĕ, 27 млн. яхăн çын пурнăçне вăхăтсăр татрĕ...

Мирлĕ тӳпе айĕнче пурăнакан паянхи çамрăксен те, килес ăрусен те çакна манăçа кăларма юрамасть. Çĕнтерĕве çывхартма хăйсен пурнăçне шеллемесĕр, юн тăкса тискер тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă салтаксене — халь пурăнакансене те, вăрçăра пуç хунисене те, унтан сывă таврăнса каярах çĕре кĕнисене те ĕмĕр-ĕмĕр чысласа, сума суса, асăнса пурăнмалла пирĕн.

Шел те, Çĕнтерӳ кунĕсене ырă-сывă кĕтсе илекенсен йышĕ çулсеренех сахалланса пырать. Ураскасси ялĕнче те пĕртен-пĕр ветеран — В.А.Александров пурăнать.

Вăрçă вутне Ураскасси каччин 17 çултах кĕме тивнĕ. Артиллерист пулса тĕрлĕ фронтсенче çапăçнă вăл. Хĕвеланăç Украинăна, Польшăна ирĕке кăларма хутшăннă. Берлина штрумланă. Пăрпа витĕннĕ Одер юханшывĕ урлă çĕрле снарядсене михĕпе сĕтĕрсе каçнă, плацдарм йышăнса тăшмана вутпа çунтарнă. Одер çинчи паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Ялав ордена, Сандомир плацдармĕнчи хаяр çапăçусенче палăрнăшăн 1 степень Отечествăлла вăрçă орденне тивĕç пулать. Берлина илме хутшăннăшăн Верховнăй Главнокомандующин Тав хутне тивĕçет. 1945 çулхи май уйăхĕнче фашистсен йăвине — Берлина штурмланă чух йывăр аманать салтак. Чĕркуççи тĕлĕнчен аманнă урине икĕ хутчен татма тивет унăнне. Çапла ĕмĕрлĕхех инвалид пулса юлать Василий Александрович.

Вăрçăччен Канашри педучилищĕре 2 çул вĕреннĕ çамрăк салтак шкулта ĕçлеме йывăр тесе, урăх професси илме шут тытать. Тĕрлемесри бухгалтерсен шкулĕпе Шупашкарти кооператив техникумĕнчи курсра вĕренсе шут ĕçченĕ пулса тăрать. Тăвайри райпора, коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче тивĕçлĕ канăва тухичченех бухгалтерта ĕçлет. Мăшăрĕпе Глафира Кадыковапа 3 ывăл çуратса ӳстернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Паянхи кун тăван килĕнчех кĕçĕн ывăлĕн Андриянăн çемйипе шăкăл-шăкăл килĕштерсе кун кунлать ватă салтак.

94 çулхи ветерана çывхарса килекен Çĕн- терӳ кунĕпе саламласа çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунас килет.

Поделиться:
Распечатать