1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
30 апреля 2020 г. 8:14

«Астăвăм сачĕ» акци

Пĕтĕм тĕнчери «Астăвăм сачĕ» акцире кашниех «чĕрĕ палăк» лартса тăшманпа çапăçса паттăррăн пуç хунă тăванĕн ятне ĕмĕрлĕхе упраса хăварма пултарать.

«Çĕнтерÿ волонтерĕсем» тата Çĕнтерÿ полкĕн ертÿçисен астăвăм фончĕ пуçарнă акци тĕллевĕ — вăрçăра вилнĕ 27 миллион салтак ячĕпе 27 миллион хунав лартасси. Эсир ялта е дачăра пурăнатăр тăк кил-çурт таврашĕнчех йывăç хунавĕ-сем лартма пултаратăр. Алла кĕреçе тытма май çук пулсан акцие килтен тухмасăрах хутшăнайратăр.

Коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва пула йышлăн пуçтарăнса йывăç лартма юрамасть. Анчах ăна хут çине ÿкерме е вак-тĕвекрен ăсталама пулать.

Ашшĕ-амăшĕн ачисене пултарулăх ĕçне явăçтарма май пур: пĕрле йывăç ÿкерĕр, аппликаци хатĕрлĕр, çак ĕçе кама халалланине каласа кăтартăр. Чĕрĕ хунава каярахпа хăш тĕле лартассине палăртăр, çав вырăна геолокацире те кăтартăр. Ÿкерчĕксемпе ал ĕçĕсене сăн ÿкерсе соцсетьсенче #СадПамятиДома хэштегпа тата садпамяти2020.рф сайтра вырнаçтарăр.

Чăваш Енре «Астăвăм садне» ĕрчетеççĕ. Çак уйăхра Атăл леш енче, Хĕрлĕ Чутай, Канаш, Вăрмар районĕсенчи Утаркасси, Тăрăн, Саруй ялĕсенче, Тăвай енре те тĕрлĕ йывăç хунавĕ лартнă. «Астăвăм сачĕ» акци çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕччен тăсăлĕ.

Поделиться:
Распечатать