Кĕçех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине уявлăпăр. Шел те, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă ветерансем çулран-çул сахаллансах пыраççĕ, тылра ырми-канми ĕçленисенчен нумайăшĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Апла пулин те эпир хамăра мирлĕ пурнăç, çутă, кăвак тÿпе парнелессишĕн пуçĕсене хунă вăрçă паттăрĕсене те, тыл ĕçченĕ-сене те манмастпăр, вĕсен ырă ятне те асрах тытатпăр.
Шел те, хаяр вăрçă хăй вăхăтĕнче кашни кил алăкне шакканă. Пирĕн йăхран, Никоноровсен çемйинчен те вăрçа тÿрех виççĕн тухса кайнă. Çавăнпа пирĕн хамăрăн çемье паттăрĕсем пур. Вăрçăра пулнă тăванăмсем пирки эпĕ малтанах, çамрăк пулнăран, йăлтах пĕлмен темелле. Каярах кукка, Анатолий Петрович Никоноров çырнă йăх кĕнекипе тĕплĕн паллашнă хыççăн çĕннине, кăсăклине нумай пĕлме пултартăм.
Манăн аслă кукаçин, Никонор Степановăн пилĕк ача пулнă — хĕрĕ Агапия тата Илья, Петр, Нестор, Павел ятлă ывăлĕсем. Вăрçă пуçлансан виçĕ ывăлĕ Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Асли, Илья, Воронеж фронтĕнче çапăçнă, анчах çĕнтерĕве кĕтсе илеймен, 1943 çулта Воронеж çывăхĕнчи пĕр çапăçура пуçне хунă. Çемьери виççĕмĕш ывăлĕ Нестор та Воронеж фронтĕнчи пехота çарне лекнĕ, пиччĕшĕсем — Ильяпа Петр та çав тăрăхрах нимĕçсемпе çапăçнă. 1943 çулта йывăр чирленипе Нестор Никоноровича демобилизациленĕ.
Манăн кукаçи, Петр Никонорович Никоноров, 1909 çулта çуралнă, вăрçă пуçланиччен Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта ĕçленĕ, ачасене истори предметне вĕрентнĕ. Вăрçă пуçланнă çулах Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Декабрь уйăхĕнче çар ĕçне вĕреннĕ хыççăн ăна курсантсен 164-мĕш стрелок бригадин авторотине, унтан Тĕп фронтăн Мускав çывăхĕн-чи 12-мĕш мотострелковăй бригадине куçарнă.
1942 çулхи пĕр çуллахи кун çывăхра çурăлнă снаряда пула йывăр контузи илет. Санитарсен пĕр ушкăнĕ ăна вилнĕ тесе шутланă, ун çу- мĕнчи медальонпа докуменчĕсене илсе чаç штабне парса янă. Кĕçех яла та: «Енĕш Нăрваш ялĕнчи 1909 çулта çуралнă П.Н.Никоноров лейтенант Мускав çывăхĕн-че пуçне хунă»,—текен хыпар çитет. Анчах... Çапăçу хыççăн аманнисене шыранă санитарсен тепĕр ушкăнĕ Петр Никонорович чĕрĕ пулнине, вăл сывланине асăрханă, васкасах госпитале ăсатнă. 1942 çулхи кĕркунне, госпитальтен тухсан, ăна сывалса çитме, вăй пухма отпуска янă. Каçхине тăван киле çитсен вăл алăка шакканă. «Кам унта?» — ыйтнă манăн кукамай. Вилнĕ хут килнĕ упăшкин сассине илтсен хирĕç нимĕн те чĕнеймен, хăранипе васкасах пÿрте каялла чупса кĕнĕ. Турă кĕтесĕ умне тăрса: «Аçун чунĕ килнĕ»,—тесе хĕрес хывма пуçланă. Тăхăр çулти Геннадий ывăлĕ, ашшĕн сассине палласа, алăка уçнă. Çапла килне çитсен тин хăй вилни пирки хыпар çÿренине пĕлнĕ манăн кукаçи. Анчах килте нумаях канса пурăнман вăл, васкасах каялла фронта таврăннă. Калуга, Тула, Гродно хулисене ирĕке кăларнă, Одер, Шпрее, Нейсе, Висла юханшывсене штурмлама хутшăннă. Берлиншăн çапăçнă чухне каллех контузи пулнă. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăюллăн, хăйне шеллемесĕр çапăçнă кукаçи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I тата II степеньсемлĕ орденсене тата «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнĕшĕн», «1941—1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçлĕ пулнă.
Демобилизациленнĕ хыççăн вăл каллех шкула таврăннă, Енĕш Нăрваш тăрăхĕнчи ачасене историпе географи предмечĕсене вĕрентнĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çавăн пекех манăн аттен пиччĕшĕ, Иван Семенович Данилов та пулнă. 1923 çулта çуралнăскер 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче хăйĕн ирĕкĕпе фронта кайнă. Хĕвеланăç фронтĕнче стрелоксен 171-мĕш полкĕн-че пулеметчик пулнă. Мускав çывăхĕнче Варшава çулĕ па- тĕнче ăна куçĕнчен амантаççĕ. Госпитальте сывалать. 1943 çулхи январь уйăхĕнче Сталинграда хÿтĕлет, контузи илнипе тыткăна лекет. Унта ăна тата ытти салтаксене хытах асаплантарнă, юнланса пĕтнĕ- скерсене тата вилсе кайнисене пурне те тарăн çырмана пăрахнă. Анчах Пирĕштийĕ ăна упраса пынă тейĕн, аттен пиччĕшĕ Иван Семенович кунта та сывă юлма пултарать, ун хыççăн III Украина фронтĕнче Днепропетровскри стрелоксен дивизине лекет нимĕç фашисчĕсемпе малалла çапăçать. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа, «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Хастарлăхшăн», «1941—1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă.
Хамăрăн йăх, çемье паттăрĕсемпе тивĕçлипех мăнаç- ланма, мухтанма пултаратпăр эпир, вĕсене паттăрсем тесе шутлатпăр. Аслă Çĕнтерÿ-шĕн, пире мирлĕ пурнăç пар-нелессишĕн хăйсене шел-лемесĕр çапăçнă кукаçипе унăн пĕртăванĕсен ырă ятне те яланах асра тытăпăр. Хамăрăн мăнуксене, килес ăрусене те вĕсен паттăрлăхĕ пирки, вĕсем тăван çĕре мĕнлерех хÿтĕлени çинчен йăлтах каласа пама тăрăшăпăр. Эпир манман чух, ырă ячĕсене асра тытсан паттăрсем манăçа тухмаççĕ, вĕсем пирĕн хушăрах, теççĕ.
Юлашкинчен тата çакна каласа хăварас килет. Нумаях пулмасть пĕр тăванăн хĕрĕ, Таня мана хамăр ентеш Владимир Васильевич Петров çырнă «Книга памяти. Яншиховцы в Великой Отечественной войне 1941—1945 г.г.» ятлă кĕнеке парнелерĕ. Пăлханса, куççуль витĕр вуласа тухрăм ăна. Пирĕнпе юнашар пурăннă, ĕçленĕ ентешсен, ял çыннисен сăнĕсене тимлесе пăхрăм. Парнешĕн питĕ савăнтăм.
Çак кĕнекерен эпĕ Енĕш Нăрвашра 1940 çулта 437 кил хуçалăхĕ пулнине, 2329 çын пурăннине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине йышлăн хутшăннине пĕлтĕм. Вăрçă пуçлансан ялти 603 çынна фронта мобилизациленĕ, шел, вĕсенчен 251-шĕ каялла таврăнайман, вăрçă хирĕн- чех выртса юлнă. Пире валли, килес ăрусене вулама çакăн пек, паха кĕнеке кăларма пултарнăшăн Енĕш Нăрвашри историпе мемориал халăх музейĕн директорне Владимир Васильевич Петрова тата ыттисене те чунтанах тав тăватăп.