1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
15 мая 2020 г. 13:48

Мухтав Монуменчĕ умне чечексем хунă

Тăван çĕршыв 1941—1945 çулсенчи вăрçăра Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитрĕ. Ăна çÿллĕ шайра кĕтсе илме хатĕрленсе пĕлтĕрех тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме пуçларĕç. 2020 çула Астăвăмпа Мухтав çулталăкне халалларĕç. Тĕрлĕ акцисем ирттерчĕç маларах, конкурссем йĕркелерĕç, вăрçăра пулнисен сывлăхĕпе кăмăл-туйăмĕпе кăсăклансах тăчĕç. Шел, çĕршывра коронавирус сарăлнине пула Çĕнтерӳ уявĕн юбилейне паллă тăвассине кăçал урăхлатма тиврĕ. Халăх йышлă пухăнакан митингсем йĕркелемерĕç.

Апла пулин те, вăрçăра пуçне хунисене асăнса лартнă палăксем умне уйрăмăн-уйрăмăн чечексем хучĕç. Тăвай ялĕнчи Мухтав Монуменчĕ умне чечек кăшăлĕсем йăтнă ушкăн çитрĕ иртнĕ шăматкун, çу уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче, палăртнă вăхăт тĕлне. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке (сăн ÿкерчĕкре), районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Ефимов, Вольскри çар институчĕн курсанчĕ Даниил Павлов хучĕç малтанах чĕрĕ чечексемпе кăшăлĕсем.

Район администрацийĕн пуç-лăхĕн заместителĕ — информаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин та Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» обществăн генеральнăй директорĕ В.Иванов ячĕпе чечек кăшăлне Мухтав Монуменчĕ умне вырнаçтарчĕ.

Тăван çĕршыв Аслă вăрçин фрончĕсене паттăрлăх кăтартса пурнăçран уйрăлнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă уяврисем çакăн хыççăн. Владимир Алексеевичпа Юрий Алексеевич районта пурăнакансене тата хăнасене, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă.

Çĕнтерÿпе вăрçă çинчен юрăсем янăранă, сăвăсем те вуланă çамрăксем. Культура çурчĕ умне, Тăвайри Ленин проспектне тĕслĕ ялавсемпе илемлетнĕ уявра.

Çын пухăнса тăрассинчен асăрханса, дистанцие пăхăнса районти ытти коллективсем, организацисемпе учрежденисем ячĕпе те чечек кăшăлĕсем хунă Монумент умне. Районти ялсенче пурăнакансем вырăнсенчи палăксем умĕнче хăйсен паттăрĕсемпе çывăх çыннисене чечексем хурса чысланă. Ытти мероприятисем онлайн-режимра иртнĕ.

Поделиться:
Распечатать