1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
22 мая 2020 г. 13:44

КОНСТИТУЦИ: ШУХĂШСЕМ

Алексей СТЕПАНОВ, районти больницăн тĕп врачĕ:

—РФ Конституцине сывлăх сыхлавĕ тĕлĕшпе кĕртме сĕнекен тӳрлетӳсене эпĕ те ырлатăп. Пирĕн медицинăна патшалăх пулăшăвĕпе яваплăхĕ питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен вăл халăха пахалăхлă тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернин гаранчĕ пулса тăрать, уйрăмах çакă пирĕн пек пĕчĕк районсенче, пысăк мар ĕç укçиллĕ çĕрте питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Çĕршывăн Тĕп саккунне кĕртекен улшăнусем тăрăх йышăнакан мерăсем медицина услугисен пахалăхне ӳстерме, больницăсенчи оборудование çĕнетме, пĕчĕк хуласемпе ялсене специалистсем ытларах явăçтарма пулăшĕç.

Çĕршыв Конституцийĕ вăхăтпа тан пыма, ку чухнехи общество ыйтăвĕсемпе тĕллевĕсене шута илме, тивĕçтерме тивĕç.

Поделиться:
Распечатать