1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
29 мая 2020 г. 11:20

КОНСТИТУЦИ: ШУХĂШСЕМ

Е.ВАСИЛЬЕВА, пенсионерка, ĕç ветеранĕ:

Раççей Конституцийĕнчи тӳрлетӳсем нумай ыйтăва пырса тивеççĕ. Тĕпрен илсен вĕсен тĕллевĕ — халăх пурнăçне лайăхлатасси. Ман шутпа, ĕç çыннин ĕçне хисеплени, унăн ирĕкне хӳтĕлени çинчен калани пĕлтерĕшлĕ тӳрлетӳсен шутĕнче. Çавна май ĕçлекенсен шалăвĕ патшалăх палăртнă пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулмалла мар. Пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе ӳссен ĕç укçи те пысăкланĕ.

Пенсие тухни чылай вăхăт ĕнтĕ. Нумайăшĕн тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçлеме тивет. Лайăхран мар ĕнтĕ, пурнăçа саплаштарас тесе тăсать ĕç çулне. Хисеплĕ ятсене тивĕçнĕшĕн паракан укçана йăлтах тавăрса парсан пенсионерсем малалла та хавхалануллăн ĕçлĕç.

Поделиться:
Распечатать