«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерӳ тунăранпа — 75 çул» юбилей медальне Тĕмер ял тăрăхĕнчи тăватă ялтан 27 тыл ĕçченĕ тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри — Амалăхри Ольга Николаевна Максимова.
Вăл Тăвай хĕрĕ. Амалăхри вăрçă участникĕпе Василий Максимович Максимовпа Тĕмер шкулĕнче ĕçленĕ чухне çемье çавăрнă. Ольга Николаевна математика, мăшăрĕ çар ĕçне вĕрентнĕ.
Пулас мăшăрне, педучилище пĕтернĕ каччăна ĕçленĕ çĕртенех службăна илнĕ пулнă. Вăрçăн малтанхи кунĕсенченех хаяр çапăçăва кĕнĕ В.Максимов. Ертсе пырас ăсталăхне, ăс-тăнĕпе çар ĕçне лайăх пĕлине кура ăна тӳрех командира лартнă. Çапла Василий Максимович вăрçăран кăкăр тулли орден-медальсемпе таврăннă.
Ольга Николаевна вăрçă пуçланнă çул вун тăваттăра пулнă. Хĕр тантăшĕсемпе пĕрле вăй хурса фронт çирĕплĕхĕшĕн хăйсен тӳпине хывнă вĕсем те. Мăшăрĕ çемьеленсен Хусанта вĕренсе аслă пĕлӳ илнĕ. Амалăх шкулĕнче нумай çул директорта вăй хунă. Ĕмĕрне шкул ĕçĕнче ирттернĕ Ольга Николаевнапа Василий Максимович халăхра ырă ятлă-сумлă пулнă. Çамрăксем сăпай та пултаруллă мăшăртан тĕслĕх илнĕ. Ялти интеллигентсем общество пурнăçĕнче активлăх кăтартнă. Агитаторсем уйра, йĕтемре ĕçлекенсем патĕнче тăтăшах пулнă, политинформацисем, тĕрлĕ темăпа калаçусем ирттернĕ.
5 ачине аслă пĕлӳ илме пулăшнă вĕсем. Виççĕшĕ тухтăра, иккĕшĕ инженера вĕреннĕ. Мăнукĕсем аслă шкулсенче вĕренсе професси илсе ĕçлеççĕ. Кĕçĕн мăнукĕсем те çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ ватă кинемине. Маларах Тăвайри тĕп больницăра ача-пăча тухтăрĕн- че ĕçлекен Елена Васильевна хĕрĕн хваттерĕнче хăтлăхра пурăнчĕ ĕç ветеранĕ. Пурăна киле Шупашкарти тепĕр хĕрĕ Галина Васильевна пенсие тухрĕ те Тăвай ялĕнче çурт-йĕр çавăрчĕ. Унта та хăйне канлĕ туять асанне-кукамай. Ялшăн тунсăхласан машинăпа илсе кайса килеççĕ. Мăшăрĕ Василий Максимович вăрçă суранĕсене пула иртерех çĕре кĕчĕ çав. Çав тери тарават çынччĕ.
Кăçалхи авăн уйăхĕнче 93 çул тултарать Ольга Николаевна. Пĕрре те çак çула парас килмест ăна. Çынна яланах ырă сунма хăнăхнăран-и, сăн-пичĕ илемлĕ, çепĕç те çутă унăн, паян та чунпа хастар-ха. «Ачасемпе мăнуксен ăшши, хӳтлĕхĕ вăй-хăват парса тăрать. Çемьери тăнăçлăхран, килĕшӳрен ырри нимĕн те çук пулĕ»,— тет телейлĕ амăшĕ, ăш пиллĕ асанне-кукамай.